Йĕпреçсен Ахрачĕ - чăвашсен нухрачĕ
Чăваш радион музыка кăларăмĕсен аслă редакторĕнче чĕрĕк ĕмĕр ĕçлесе эфира вунă пине яхăн музыка новелли кăларнă, «Кăвак çутă килсен», «Çĕнĕ утăм», «Çичĕ юлташ çулĕпе», «Шурăмпуç шăпчăкĕсем» тата ытти произведенин, эпĕ ачаранах юратса итлекен «Çул юхать, юхать», «Сарă хĕр кĕтет савнине» юрăсен сăмахĕсен авторĕ Иван АХРАТ /Константинов/ çинчен илтмен чăваш пурри пирки иккĕленетĕп. Унăн чуна çывăх юррисене паянхи кун та сцена çинче шăрантараççĕ. Хаçат тусĕсене халăха чун хавалне нумай çул парнеленĕ, паянхи кун та унăн юрри-сăввипе повеç-калавне çынсем юратакан авторăн кун-çулĕпе паллаштарас тĕллевпе вăл çуралнă тăрăха - Йĕпреç районне - çитсе килтĕм. Малалла вулас...