Ачалăх

17 Нарăс, 2020

Кăмака хыçĕнчен — турчкапа

Паянхи çамрăксем ачисене мĕнле воспитани панине кура ирĕксĕрех хамăрăн яш çулсем аса килеççĕ. Ара, эпир те çамрăк пулнă, юратнă та, çуратнă та… Шел, паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр- упраçшăн сăпайлăх тени иртнĕлĕхе кăна юлчĕ-тĕр...

14 Авăн, 2017

Пăру утланса ĕне çитерме çÿренĕ

Хырăм хытиччен култаракан, хитре сассипе юрласа чуна тыткăнлакан, пултарулăх каçĕсенче зал тулли халăх пуçтаракан Петр Ермолаев — паян пирĕн тĕпел хăни. Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмра çуралса ÿснĕ шоуменăн ачалăхĕ сирĕншĕн те питĕ кăсăклă пуласса шанатпăр.

30 Пуш, 2017

Брест крепоçĕнчен артистка пулас ĕмĕтпе таврăннă

Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Ирина Архипова хăйĕн ĕçне чунтан юратать. Сцена ăна мĕн пĕчĕкрен илĕртнĕ. Паян та çавах. Çĕнĕ сăнарсене калăплама вăл яланах ачалăха таврăнать. Çав пулăмсене аса илсе вăй-хăват илет.

11 Нарăс, 2017

Анне тата çăкăр, е выçлăх çулĕсене аса илсен чун ыратни çинчен

Йывăрлăх хыççăн — йывăрлăх. Халăха тин çеç вăрçа тÿссе ирттерни те çителĕклĕччĕ — Атăл тăрăхне 1921 çулта шăрăх çу килсе çапрĕ тата.

8 Авăн, 2016

Анкета

Эпĕ текех шкул ачи мар. Çапах та çав ырă вăхăтсем асрах. Пирĕн ачалăхра чаплă йыш¬ши смартфонсем, ноутбуксем тата, паллах, социаллă тетелсем çукчĕ. Хĕрачасенчен чылайăшĕ анкета пуçлатчĕ. Çав ыйту тетрадьне мĕн тĕрлĕ капăрлатман-ши: пĕрисем унта тĕрлĕ тĕслĕ журналсенчен касса илнĕ хитре хĕрачасене çыпăçтаратчĕç, теприсем ÿкерчĕксемпе илемле¬тетчĕç. Анкетăна пĕр-пĕрне çырса хуравлама параттăмăр, калаçма юратманнисене те тыттараттăмăр.

Pages