Ачалăх
Чантăрти «Ăнăçу кунĕ»
«Шевлепе» «Илемпире» ачасене лайăх-и?
Ача сачĕсемпе çыхăннă лару-тăру пысăк хуласенче çивĕччи паллă. Анчах районсенче мĕнлерех - ку ыйтупа массăллă информаци хатĕрĕсем темшĕн интересленсех каймаççĕ. Шкулчченхи вĕрентÿ тытăмĕпе пурте усă курассине, унти хăрушсăрлăха тивĕçтересси - прокуратура органĕсен анлă ĕçĕн пĕр енĕ. Эпир ку енĕпе саккунсене мĕнле пурнăçланипе кăсăкланса Елчĕк районĕнче пултăмăр.
Хам çамрăк пулин те...
Ача кăна пулни, çул çитменни, шел те, преступлени тума чăрмантармасть. Прокуратура органĕсем, ытти тытăм тивĕçлĕ ĕç çине алă сулман пулин те кăçал çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси ÿсни палăрать.