Чантăрти «Ăнăçу кунĕ»

2 Çĕртме, 2016

Шупашкарти 48-мĕш шкул çумĕнчи Чантăрти пуçламăш шкулта «Ăнăçу кунĕ» иртрĕ. Ăна Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халалланă. Йĕркелекенĕ — Шупашкарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Çутçанталăк тата эпир» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ.

Уява ачасем çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, тусĕсемпе тăванĕсем килсе çитрĕç. Ара, куçа илĕртекен курава епле пăхса савăнмăн! Чи ăнăçлă ĕçсем шăпах кунта вырăн тупнă-çке. Çутçанталăка, космос карапĕсен моделĕсене тата тĕрлĕ вак-тĕвек поделкăсене сăнлакан ÿкерчĕксем кашнин кăмăлне çĕклерĕç. Çавăн пекех çутçанталăк тусĕсем типĕтнĕ çулçăсемпе туратсенчен, чăрăш йĕпписенчен, чулсенчен, макаронсенчен, хутсенчен, пластик кĕленчесенчен хитре те курăмлă ĕçсем хатĕрленĕ тата!

«Çутçанталăк тата эпир» вĕренÿ пĕрлешĕвĕн ертÿçи Виктория Владимировна Оферкина чи хастар ачасене сертификатпа тата дипломпа хавхалантарчĕ. Акă вĕсем чи пултаруллисем: Павел Тютин, Николай Иванов, Екатерина Спиридонова, Юлия Семенова, Кирилл Митюков.

Чантăрти ачасем Пĕтĕм тĕнчери Çĕнĕ çула халалланă пултарулăх ăмăртăвне те кăмăлтан хутшăннă. Тĕрлĕ япалапа усă курса хитре чăрăш ăсталанă вĕсем.

Раççей шайĕнчи конкурссенче те тăтăш палăраççĕ арçын ачасемпе хĕрачасем. Авă кайăксен кунĕ тĕлне те куçа илĕртмелли ĕçсем хатĕрленĕ. Жюри вĕсен пултарулăхне лайăххисен шутне кĕртни çав тери хавхалантарнă.

Хĕллехи кун кайăксене апатлантармаллине ачасем питĕ лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çавăнпа кашни çулах сырăшсем хатĕр-леме тăрăшаççĕ. Унта тĕрлĕ апат хума та манмаççĕ. «Тутă кайăка сивĕ хăратмĕ. Вĕсемшĕн çăкăр, тырă, хĕвелçаврăнăш, сало тавраш хĕрхенмелле мар», — теççĕ Чантăрти хастарсем.

«Ăнăçу кунĕнче» чылай ача пысăк хака тивĕçрĕ: 67 диплом, 24 сертификат, ача-пăча журналĕсем, «Лакрей вăрманĕ» аттракцион паркне çÿремелли билетсем, календарьсем хастарсен кăмăлĕсене çĕклерĕ.

Виктория Владимировна Оферкина пултарулăхне пула ачасем çутçанталăка тата ытларах юратма, хисеплеме пуçлани курăнать çеç мар, сисĕнет те. Çакă ĕçĕсенче палăрать. Чантăр хастарĕсем малашне те тĕрлĕ ăмăртура çитĕнÿсем тăвасса шанатпăр.

Елена СВЕТЛАЯ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.