- Чăвашла верси
- Русская версия
Анкета
Эпĕ текех шкул ачи мар. Çапах та çав ырă вăхăтсем асрах. Пирĕн ачалăхра чаплă йыш¬ши смартфонсем, ноутбуксем тата, паллах, социаллă тетелсем çукчĕ. Хĕрачасенчен чылайăшĕ анкета пуçлатчĕ. Çав ыйту тетрадьне мĕн тĕрлĕ капăрлатман-ши: пĕрисем унта тĕрлĕ тĕслĕ журналсенчен касса илнĕ хитре хĕрачасене çыпăçтаратчĕç, теприсем ÿкерчĕксемпе илемле¬тетчĕç. Анкетăна пĕр-пĕрне çырса хуравлама параттăмăр, калаçма юратманнисене те тыттараттăмăр.
Пĕррехинче пирĕн урамри хĕрачан анкети арçын ачасен аллине лекнĕ. Вăл вара унта пĕтĕм страница пысă-кăш: «Эпĕ Тимура юрататăп», — тесе çырнăччĕ. Унта виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ пирки сăмах пыратчĕ.
Хĕрачапа кÿршĕлле пурăнакан Тимур вара Аня хăйне юратать тесе шухăшланă та питĕ савăннă, ăна утăм утма та памастчĕ, кашнинчех сăмах хушма тăрăшатчĕ. Çакă мĕнпе çыхăн¬нине Аня тÿрех ăнланаймарĕ. Арçын ачасем çине пăхма вăхăт та пулман унăн — вăл ÿнер шкулне çÿретчĕ, чун киленĕçĕ пирки кăна шухăшлатчĕ. Çак хĕрача Тимура унччен те килĕшетчĕ- ха, анкетине вуланă хыççăн вара тата ытларах илĕртме тытăнчĕ. Чĕринче юрату вăй илнине ăнланчĕ арçын ача. Шел, Аня ун çине пăхмарĕ.
Эх, мĕне кирлĕччĕ-ши çав анкетăна вулани?..
Светлана И.
Канаш районĕ.
Комментари хушас