Брест крепоçĕнчен артистка пулас ĕмĕтпе таврăннă

30 Пуш, 2017

Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Ирина Архипова хăйĕн ĕçне чунтан юратать. Сцена ăна мĕн пĕчĕкрен илĕртнĕ. Паян та çавах. Çĕнĕ сăнарсене калăплама вăл яланах ачалăха таврăнать. Çав пулăмсене аса илсе вăй-хăват илет. Апла-тăк эпир те унăн асра юлнă çичĕ саманчĕпе паллашар-ха.

1 Атте патне уя кайсан. Колхозра трактористра тăрăшакан аттешĕн яланах тунсăхлатăп. Ара, çитменнине ака-суха вăхăтĕнче каçхине те уйрах ĕçлет вăл. Пĕр кунхине анне çумне куршанак пек çыпăçрăм. «Анне, анне тетĕп. Атя-ха атте патне кайса килер», — кĕпи аркинчен çаклантăм эпĕ. Манпа самантрах килĕшрĕ вăл. Иксĕмĕр çула тухрăмăр та палăртнă вырăна çитрĕмĕр. Атте мана ыталаса илчĕ, унтан çÿ-ÿ-ÿле çĕклесе: «Хаклăскерĕм, ылтăнскерĕм!» — терĕ йăл кулса. Аммиак шĕвекне пичкене тултарма тытăнсан хăвăртрах трактор кабинине кĕрсе лартăм. Ак тамаша! Ырă мар шăршă куçа, сăмсана, чĕпĕтме тытăнчĕ. Аптăранăран аттен фуфайкипе хуплантăм, çук, ку та пулăшмарĕ. Алăка уçрăм та трактор çинчен мулкач пек чалт! сиксе антăм. Пăкă пек вĕçтертĕм килелле. Анне те хăваласа çитеймерĕ вĕт!

2 Асамат кĕперĕ. Ун айĕнчен тухсан хĕрачасем арçын ача пулаççĕ тени канăçлăха йăлт çухатрĕ. Çук, çук, манăн яланлăхах арçын ача пулас килмест, вăхăтлăха çеç. Пĕр кунхине пÿрт тĕттĕмленчĕ. Çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçет. Аслати те хаяррăн авăтать. Унччен те пулмарĕ — çумăр чÿречене çапса çума тытăнчĕ. Эпĕ тенкел çинче нимĕнрен те хăрас марччĕ тесе хама хам хытарса ларатăп. Кăштахран пÿлĕмре çутала пуçларĕ. Аслати те йăвашланчĕ пек. Чупса пырса кантăкран пăхрăм. Хура пĕлĕт ярăмăн-ярăмăн ураланса вăрман еннелле шăвать. Ял тĕлĕнчи çумăр пĕлĕчĕсем таткаланса сирĕле пуçларĕç. Хĕвел те пăхса ячĕ. Картиш енчи чÿречерен кĕрсе сак çине, урайне хĕвел çути ÿкрĕ. Пирĕн пÿрт савăнса кулса янăнах туйăнчĕ. Эпĕ тула чупса тухрăм. Хамăр умрах илемлĕ асамат кĕперĕ пĕкĕ пек авăнса тăнине куртăм. Хумханнипе чĕрем кăртлатрĕ. Вăхăта сая ярас мар тесе чăмрăм асамат кĕперĕ ăшне. Тĕлĕнтермĕш пуласса кĕтсе тăратăп. Куçа уçрăм. Анчах хамра нимĕнле улшăну та курмарăм. Унчченхиллех эпĕ: вăрăм çÿçлĕ, тутăрлă, кĕпеллĕ Ирина... Аслисен сăмахĕсем пур чухне те пурнăçа кĕмессине тинех ăнлантăм. Çак каç ĕретлĕ çывăраймарăм. Арçын ача пулайманшăн пăшăрханса час-часах ыйхăран вăрана-вăрана тăрса лартăм, хамăн ĕмĕте пурнăçа кĕртейменрен чунтан кулянтăм.

3 Василек. Пирĕн çурт ял вĕçĕнче вырнаçнă. Юнашарах уй. Касри ачасем яланах пирĕн хапха умне выляма пуçтарăнаççĕ. Пĕр кунхине те яланхиллех савăнăçлăччĕ эпир. Çав вăхăтра çывăхра машина чарăнчĕ те кабина алăкĕнчен тем пысăкăш алă курăнчĕ. Хайхискер куçĕ уçăлайман пĕчĕк те имшеркке кушак çурине пирĕн еннелле ывăтса хăварчĕ. Выляма мансах ăна çавăрса илтĕмĕр. «Ку пирĕн пулать!» — терĕм ним айăпсăрскере хам çума чăмăртанă май. Эх, мĕн тери юратса пăхма тытăнтăмăр Василека! Юмахри пек кунсерен мар, сехетсерен ÿсрĕ вăл. Вылять, чупать, пире савăнтарать. Ĕçченлĕхĕпе вара пурне те тĕлĕнтерекен пулчĕ. Атте ирхине картише тухнă çĕре карта çумне тем чухлĕ шăши купаласа хурать! «Хăйне вилĕмрен çăлса хăварнăран çапла тав тăвать ĕнтĕ», — тет атте ăна çурăмĕн-чен ачашласа. 14 çул кушакпа мăнаçланса пурăнтăмăр. Пĕр кунхине вырăн çинче кăнтăрлачченех выртрĕ. Чирлерĕ. Хăй йăмшăкланнине кăтартас мар терĕ ахăртнех, картише аран йăраланса тухрĕ. Унтан пахча еннелле ăнтăлчĕ. Çурма çула çитсен... Кушак тÿнсе кайрĕ. Чун хурланса килчĕ. Юратнă Василек пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнине ниепле те йышăнас килмерĕ.

4 Кăмпара. Паян ирех кукамай кăмпана каясса пĕлтерчĕ. Эпир те Люда аппапа пĕрле пырасса хыпарларăмăр. Юратнă çыннăмăр савăнсах килĕшрĕ. Хырăм выçсан çиме тесе пĕр карçинкка апат илтĕмĕр, шывне те манмарăмăр. Ырă кăмăлпа хавассăн пырса кĕтĕмĕр вăрмана. Анчах ăнмарĕ пире. Тем чухлĕ çÿресен те пĕр кăмпа та курăнмарĕ. «Эккей, татса пĕтерчĕç-ши вара? Кунта килни усси пулмарĕ, вăхăта сая ятăмăр çеç», — кăмăлсăрланчĕ кукамай. Хамăр та пусăрăнтăмăр. Пĕр-пĕринпе калаçмасăр малалла утрăмăр. Ак тамаша! Кĕтмен çĕртен кăрăç тĕлне лекрĕмĕр! Чим, мĕн чухлĕ кунта! Эх, хавас кăмăлпа татрăмăр кăмпана! Ĕнтĕ карçинккасем, хутаçсем, кутамкка та тулчĕç. Кулянса ÿкрĕмĕр, ара, тата нумай-çке кăрăçĕ. Анчах пирĕн савăт юлмарĕ. «Эй, мĕн пăшăрханмалли! Кофта ăшне тултарма пулать-çке!» — терĕ аппа сасартăках. Иксĕмĕр те çи-пуç çине вăрман кучченеçне ăмăртмалла тултартăмăр. Тулли хутаçсемпе аран çитрĕмĕр киле. Кăмпаллă пултăмăр-ха, кофтăсем вара юрăхсăра тухрĕç. Вараланнăскерсем темиçе хут çусан та тасалмарĕç.

5 Кукăль. Юратнă аннем, Перасковия Конс-тантиновна, ĕмĕрĕпех бригадирта тăрăшать. Пире те ĕçсĕр лартмасть. Хăмла çине илсе тухать. Çĕр улмипе кăшман пайĕсем çинче те хĕвел хĕртнине пăхмасăр уйра тăрăшатпăр. Эпир ывăннине асăрхасан: «Ĕçĕ нумай юлмарĕ. Куç хăрать те алă тăвать. Ыттисем пурнăçланине эпир пултараймастпăр-им?» — тет. Унăн ытарлă сăмахĕ яланах вăй кĕртет. Çавăнпа пĕр кунхине: «Анне, кукăль пĕçерме вĕрент-ха», — терĕм ниçта кайса кĕрейми çунатланса. «Вăхăчĕ те хĕсĕкрех-ха. Эпĕ сана ăнлантарăп епле янтăламаллине», — хирĕçлемерĕ аннем. «Э, çук! Малтан пĕрле пурнăçлăпăр, кайран вара пĕчченех сире техĕмлĕ апатпа савăнтарăп», — терĕм сиккелесе. Канмалли кун пĕрле чуста хутăмăр. Анчах аннене ĕçе чĕнсе илчĕç. Эпĕ кăлăк чăххи пекех унталла та кунталла кускалама тытăнтăм. Ара, чуста хăпарса савăтран тăкăнма тытăнчĕ ĕнтĕ. Вăл çаплипех килеймерĕ. Пĕчченех кăштăртатма тытăнтăм. Кăмака хутса пултартăм та йĕпе çĕтĕкпе кĕле шăлса тасатрăм. Купăста çулçисем çине хунă кукăльсене вĕри çĕре лартрăм. Кăштахран пÿрте тутлă шăршă сарăлчĕ. Кĕçех сап-сарă вун икĕ кукăле сĕтел çине кăларса хутăм. Анне ĕçрен таврăнчĕ те мана мухтаса пĕтереймест. «Ах, ачам, кукăлĕ чĕлхе çăтса ямалла тутлă пулнă, мĕн тери маттур эсĕ!» — терĕ хавхалантарса. Эпĕ çак кун хама чи ĕçченнисен шутне кĕртрĕм. Мĕн-ма тесессĕн ялта ман пек ача пĕччен кукăль пĕçернине илтменччĕ-ха.

6 Кĕтÿре. Хирте — уçă, хĕвел шевли, ăрша вăй вылять. Тăрисем чарăнмасăр тăрăл-татаççĕ. Кураксем те "аллисене" хыçалалла тытса çынсем евĕр уткалаççĕ. Эпир паян пăру кĕтĕвĕнче. Черет çитрĕ те хаваспах кукамай, аппа тата эпĕ уялла утрăмăр. Ешĕл çеремпе витĕннĕ, тĕрлĕ чечексемпе тĕрленнĕ утрав пек тĕмескеллĕ уçланкăра мĕн тери аван! Чăнах, уçланкă кил хуçи хăнасене чыслăн кĕтсе илнĕ евĕр йышăнчĕ. Чакăр куçлă салтак тÿми, ешĕл шурут, шурă кăлкан, метрÿшке чечекĕсем... Хитре çеçкесенчен пуç кăшăлĕсем çыхма тытăнтăмăр. Эпĕ тÿпене сăнама юрататăп. Акă ырă шăршăллă курăк çине кофтăна сартăм та ун çине ярт! тăсăлса выртрăм. Тÿпери ÿкерчĕксем куçа илĕртме тытăнчĕç. Ешĕл те лăпкă вăрман хыçĕнче пĕлĕтсем армак-чармакланнă. Çĕр тĕслĕ сăнар пур унта: çын кĕлетки те, виççĕн вĕçтерсе пыракан юланут та... Хыççăн, вĕсенчен юлас мар тесе, йытăсем чупаççĕ. Çавăнтах тата шурă пăс, ĕрĕхтерсе иртнĕ лашасем хыççăн çĕкленнĕ тусан пек, хуллен шуса, йăсăрланса, явăнса тăрать. Унтан вĕсенчен çÿллĕ те чăнкă çыран пулса тăчĕ... Ах, урăх, урăх ниме те асăрхама хал çитеймерĕ. Хупăнакан куçăмсене итлеттереймерĕм. Тутлă ыйха путрăм... Ах, нихăçан пулман, курман вырăнсене çитсе килтĕм. Çурăм хыçĕнчи çунатăм мана таçта та илсе çитернишĕн чунтан савăнтăм та сасартăках вăранса кайрăм. Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ. Çавăн чухнехи тĕлĕк чăна çаврăнчĕ. Çак тарана çитсе ют çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пултăм. Пирĕн тăрăхра пурăнман чĕрчунсене курсан ачалла хĕпĕртерĕм. Хура тинĕс хĕррине те çитсе килтĕм. Чи кăмăлли — çулсерен туссен шучĕ ÿсе-ÿсе пырса ман пурнăçа пуянлатни.

7 Паттăр пионер пилĕпе. Ах, çав аннене! Ытти ачасемпе пĕрле Брест крепоçне Валя Зенкина паттăр пионерпа тĕл пулма яхăнне те ярасшăн мар. «Çухалса юлсан ăçтан шыраса тупмалла ман сана? Сире, вĕтĕр-шакăра, учитель пăхса-астуса та çитереес çук. Вăтăр ытла ача вĕт! Куçран вĕçертмесĕр илсе каясси, ай, çăмăл мар!» — хăйĕннех перет анне. Класс ертÿçи килчĕ. Вăл ÿкĕтленине те яхăнне ямасть. Куçăм шывланчĕ. «Анне, эпир мĕн тери чаплă концертпа каятпăр паттăр пионер патне. Вĕсем мирлĕ пурнăçшăн тăшманпа кар! тăрса кĕрешнĕ, пирĕн пуласлăхшăн тăрăшнă. Сăмах паратăп, вĕрентекенĕн пĕр сăмахĕнчен те иртмĕп», — тесен тин кăмăлĕ çемçелчĕ. Çула тухма кивçен укçа та тупса пачĕ. Чун юрлать, хăвăртрах паттăрпа тĕл пулас килчĕ. Пире питĕ аван кĕтсе илчĕç. Брест крепоçĕ тавралла тĕрлĕ йывăç хунавĕ лартрăмăр. Валентина Зенкинăпа тĕл пулма та вăхăт çитрĕ... Авă, туяллăскер пирĕн пата çитрĕ. Йăл куллипе пирĕн кăмăла çĕклерĕ. «Эпĕ çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсан тÿрех вăрçă тертне астиврĕм. Брест крепоçне хÿтĕленĕ çĕре хутшăнтăм. Аннепе тыткăна лекрĕмĕр. Пире нимĕçсем Муховец юханшыв çывăхĕнчи çыран патнелле хăвалама тытăнчĕç. Акă ман умра хĕрарăм ÿкрĕ. Ăна ура çине тăма пулăшрăм. Çакăншăн хаяр офицер алла хыçалалла пăрса лартрĕ... Кайран вара путвал-госпитале куçрăм. Аманнă салтаксен суранĕсене имлесе çыхаттăм», — терĕ шывланнă куçне сăмса тутрипе шăлнă май.

Акă эпир, Кăшнаруй шкулĕн ачисем, сцена çине хăпартăмăр. Юрларăмăр, ташларăмăр, сăвă каларăмăр. Шăп çав вăхăтра ман пата Валентина Ивановна пырса тăчĕ. «Мĕн тери пултаруллă хĕрача эсĕ, сан çине куç илми пăхса лартăм. Пĕчĕк артистка эсĕ, е урăхла каласан пулас артистка. Маттур!» — терĕ пуçран, çурăмран ачашласа. Брест крепоçĕнчен киле мĕн тери хавхаланупа çитнине никам та чухлаймарĕ ун чухне. Ÿссен урăх никам та мар, артистка пулатăп тесе хама сăмах патăм. Куратăр-и, сăмаха çилпе вĕçтермерĕм. Паттăр пионер пилĕ пурнăçа кĕни хама та чунтан савăнтарать.

Элиза ВАЛАНС.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.