Пăру утланса ĕне çитерме çÿренĕ
Хырăм хытиччен култаракан, хитре сассипе юрласа чуна тыткăнлакан, пултарулăх каçĕсенче зал тулли халăх пуçтаракан Петр Ермолаев — паян пирĕн тĕпел хăни. Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмра çуралса ÿснĕ шоуменăн ачалăхĕ сирĕншĕн те питĕ кăсăклă пуласса шанатпăр.
1 Хитре йĕм. «Хама астума çак самантран пуçланă. Ун чухне çуллаччĕ. 3 çулта пулнă-ши эпĕ? Верандăра çывăрнă. Ирхине вăрантăм та аппасем килте çуккине кура урама чупрăм. Шыв колонки патĕнче кÿршĕри Галя инке ман çине йăл кулса: «Ай-уй, Петя, мĕнле хитре йĕм ку санăн!» — терĕ. Эпĕ пижамăпах вăркăнса тухнăччĕ. Шурă çинче хĕрлĕ пан улмисемлĕччĕ вăл.
Анне халăхран сĕт пуçтаратчĕ, атте ăна машинăпа райцентра леçетчĕ. Эпĕ вара вĕсемпе кашни кун ларса çÿреттĕм, мĕншĕн тесен анне час-часах унта универмага кĕретчĕ. Эпĕ вара вăл теттесем сутакан уйрăма пăрăнасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Вăл кашни кĕмессерен тетте туянса паратчĕ-çке. Манăн ача чухне питĕ нумай пулнă вĕсем: пахчара та, пÿртре те, кравать- диван айĕнче те… сапаланнă. Ман пата юлташсем ятарласа выляма килетчĕç» — аса илчĕ артист.
2 Макăра-макăра вуланă. Петя Ермолаев каласа кăтартнă тăрăх, вăл пĕрремĕш класра чи япăх вулаканни пулнă. Пĕррехинче ăна шкулпа сыв пуллашакансене халалласа текст вулама хушнă. Вуланă, вуланă… Вуласа пĕтереймен. Юлашкинчен йĕрсе янă. Ыттисемшĕн вара — кулă! Çапах аслă класс каччисем ăна йăтса илсе йăпатнă. Петя вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тĕле шакăртаттарса вулама тытăннă.
Пулас шоумен шкулта ăс пухнă чухнех шухă пулнă. Тăхтав вăхăтĕнче хĕр ачасене пĕр-пĕр кĕтесе хупăрласа вăрçтарнă е урокра ывăнса çитсен вĕрентекене сăмахран ним те мар пăрса янă. Тантăшĕсем шăнкăрава кĕтсе халтан кайсан: «Петя, атя, учителе култар- ха», — тесе ăна куçран тинкернĕ. Кулăш ăсти пулма çуралнăскере вара çавă çеç кирлĕ пулнă. «Вăр-вар та чăрсăрччĕ эпĕ, пур çĕре те çитме ĕлкĕреттĕм. Çапах та, асанне каласа кăтартнă тăрăх, пĕчĕк чухне эпĕ питĕ лăпкă пулнă. Тетте тыттарсан сехечĕпех ларнă, ĕç тума чăрмантарман. Тепĕр самант аса килчĕ. Класс ертÿçине питĕ юрататтăм. Юлия Аркадьевна тарăхнă чухне пире хытах вăрçатчĕ. Çав вăхăтра ăна пÿлсе кăмăлне çавăрса яраттăм. Сăмаха урăх темăна куçараттăм», — Петя Ермолаев шкул çулĕсенчех çивĕч ăслă пулнă çав.
3 Ĕне çухатни. Ĕнесем кĕтÿрен таврăнсан каçхине вĕсене тата çитермене илсе тухнă. Петьăн унта каясси чи юратнă ĕçсенчен пĕри пулнă. Вăл та ытти ача пекех кĕтÿ килессе питĕ кĕтнĕ. Кÿршĕри Валя аппăшĕ ялан Петьăна хăйсен ĕнине астума хушнă. Уншăн хĕрарăм канфет- печенипе тав тунă, парне таврашĕпе те хавхалантарнă. «Мана вĕсен ĕнине сыхлама йывăр марччĕ, вăл тав туни кăмăллăччĕ. Пĕррехинче çитермере вылярăмăр-вылярăмăр та хĕвел ансан выльăха яла хăвалама тытăнтăмăр. Пурин те ĕне пур, манăн çук! Анне вăрçать, кайса тупса таврăн тет. Йĕре- йĕре утрăм шыраса, ĕнене хам ăшра хытă вăрçрăм. Унччен те пулмарĕ — вăл мана хирĕç килни курăнчĕ. Унăн пăрăвĕ пурччĕ. Çитермене ăна утланса каяттăм, каялла та ун çине ларса тав-рăнаттăм» — терĕ шоумен.
Ермолаевсем выльăх нумай усранă. Петьăн та вĕсене пăхма пулăшма тивнĕ. Арçын ачан вара шкултан килнĕ хыççăн, уйрăмах çуркунне, выляма тухас килнĕ. Сăртра ача-пăча сасси кĕрлени Петюкăн хăлхине кĕрсе чуна шуйхатнă. Ара, унăн вăкăрсене пăхмалла-çке. «Мĕн тума пур-ши эсир? Сире пула выляма тухаймастăп», — тарăхнă вăл хыпаланса ĕçленĕ май. Амăшĕ ĕçрен таврăнсанах арçын ача мечĕк тапма тухса чупнă. Чун каниччен вылянă вара, тĕттĕмленмесĕр те киле кĕмен.
4 Ĕç пайланă. Ермолаевсем тăватă пĕртăван ÿснĕ. Луизăпа Ирина аппăшĕсем кил-çурта тирпейленĕ, Петя кил картишĕнчи ĕçсене пурнăçланă. Ун чухне чи кĕçĕнни Андрей çуралман-ха. Луиза — малти пÿлĕме, Ирина кайрине тирпейленĕ. Аслă аппăшĕ питĕ çирĕп кăмăллă пулнăран ялан малти пÿлĕме тирпейлеме йышăннă: ара, унта тасарах та-ха. Ирина уншăн кÿреннĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕ пĕрмаях пÿлĕмсене пайласа тавлашнă. Петьăн вара кăмака хутма кăмрăк илсе кĕмелле, выльăх картинче, витере тислĕк тасатмалла… Ашшĕпе амăшĕ курман чухне аппăшĕсем пĕтĕм йывăр ĕçе шăллĕне хушнă. Эх, тарăхнă Петя! Аслисемпе вăрçăннă та, çавăнтах мирлешнĕ те.
Уроксене ачасем ялан пĕрле пурнăçланă. Петя чи малтан килти ĕçсене вĕçленĕ. Хăй каланă тăрăх, вăл çырса пурнăçламалли хăнăхтарусене кăна тунă. Урокра вĕрентекен каланине лайăх астуса юлнă. Çавăнпа материала тепĕр хут вуламасăрах хуравлама пул-тарнă. Вăр-вар çын пуласси ачаранах паллă çав. Аслăрах класа çитсен урок тума пачах пăрахнă. Малалла вулас...