Беларуç Республикинче октябрь уйăхĕн 4-13-мĕшĕсенче ку тăрăхра пурăнакан чăвашсен историпе культурине тĕпчес тĕллевпе йĕркеленĕ пĕрремĕш этнокультура экспедицийĕ иртнĕ.
1961 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи шкулта тухнă пушарта 110 çын çунса вилнине чылайăшĕ пĕлет. Ун чухне 9-мĕш класра вĕреннисем тата вĕсене ăс панă хăш-пĕр учитель çур ĕмĕр иртсен - 2013 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче - тĕлпулу йĕркеленĕ.
Ăна ялта Гена Александров тесен - пĕлмеççĕ. Гена Стеклов тесен камне пĕлмен çын çук. Аслашшĕ чÿрече хашакне кантăк лартнă. Пиччĕшĕ Валентин та «Александров» хушаматпа çÿрет. Анчах ăна та Стеклов Вали теççĕ.
ССО юхăмĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнĕ май. Паянхи сăмаха пуçличчен кăштах историе таврăнса çаврăм тăвар-ха. Халĕ ĕнтĕ иртнĕ ĕмĕр тесе çырма тивет. 1959 çул.
Аллăмри сарăхнă çырусен йĕрĕпе шухăшлавра ăçта кăна çитсе килмерĕм-ши? Етĕрне районĕнчи Пушкăрт каччин Михаил Васильевăн чун ыратăвне чĕре витĕр кăлартăм. Унăн кун-çулĕпе кăсăклантăм.