Бюджет укçи шута юратать

11 Чÿк, 2014

Республика прокуратури кăçалхи 9 уйăхра коррупципе кĕрешсе пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетнĕ.

Тĕрĕслевсем ирттернĕ май патшалăх тата муниципалитет службинчи интерессен хирĕç тăрăвне сирсе ямалли саккун требованийĕсене пăснă тĕлĕшпе кăна сакăр тĕслĕхе тупса палăртнă. Калăпăр, Елчĕк районĕн прокурорĕ район пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă. Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ, çĕр лаптăкĕсене сутмалли аукцион документацине çирĕплетекен комисси членĕ шутланаканскер, интерессен хирĕç тăрăвне сирсе ямалли мерăсем йышăнманнине палăртнă. Вăл хăй çĕр лаптăкне сутмалли аукциона хутшăнса çĕнтернĕ. Представление тишкерсе ăна выговор панă.

Шăмăршă районĕнче «Агродор» ООО директорĕ тĕлĕшпе республикăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программипе илнĕ бюджет укçине вăрланăшăн уголовлă ĕç пуçарнă.

Саккассене вырнаçтарас енĕпе саккуна пăснин 184 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. 78 представлени çырса 67 çынна - дисциплина енĕпе, 20 çынна административлă майпа явап тыттарнă, 4 уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕслĕхрен, юсанмалли 3-мĕш тата 6-мĕш колонисенче металл шăратса çыпăçтармалли электродсемпе тата çĕр кăмрăкĕпе тивĕçтермешкĕн требованисемпе килĕшсе тăман заявкăсене йышăннă. Прокурор çине тăнă май куншăн должноçри икĕ çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Колонисен котировка комиссийĕсен председателĕсене штрафланă.

Кăçалхи 9 уйăхра прокуратура органĕсем уголовлă майпа йĕрлеме ыйтса следстви органĕсене 18 материал панă, çав шутра 6-шĕ патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассипе çыхăннăскерсем. Сăмахран, Патăрьел районĕнче федераци бюджечĕн укçипе усă курнă чух правăна пăсни палăрнă. Бюджет укçине вăрлани пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

Ĕç паракансем патшалăх е муниципалитет службинче вăй хунă çынсене ĕçе йышăнни пирки пĕлтерменни час-часах пулать. Кунашкаллишĕн кăçал 22 çынна явап тыттарнă. Тĕслĕхрен, Тăвай районĕн прокурорĕн йышăнăвĕпе «УниКК» ОООна вырăнти администрацин финанс пайĕн специалист-экспертĕнче ĕçленĕ çынна финанс департаментне бухгалтер должноçне йышăннă май çакăн çинчен райадминистрацие пĕлтерменшĕн 100 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Валерий МИХАЙЛОВ,

ЧР прокуратурин пай прокурорĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.