Коррупцие хирĕç
Прокурорсен тĕрĕслевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх кăçалхи 9 уйăхра республикăра патшалăх тата муниципалитет служби, коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснипе çыхăннă 2426 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.
799 представлени çырнă, вĕсене тишкерсе должноçри 565 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Саккунсăр 471 право актне протестленĕ, 61 çынна административлă майпа явап тыттарнă. 18 тĕрĕслев материалне следстви органĕсене панă май вĕсем тăрăх 17 уголовлă ĕç пуçарнă.