Комментари хушас

4 Раштав, 2014

Коррупцие хирĕç

Прокурорсен тĕрĕслевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх кăçалхи 9 уйăхра республикăра патшалăх тата муниципалитет служби, коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснипе çыхăннă 2426 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.

799 представлени çырнă, вĕсене тишкерсе должноçри 565 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Саккунсăр 471 право актне протестленĕ, 61 çынна административлă майпа явап тыттарнă. 18 тĕрĕслев материалне следстви органĕсене панă май вĕсем тăрăх 17 уголовлă ĕç пуçарнă.

Саккуна пăснă тĕслĕхсенчен нумайăшĕ ĕç паракансем маларах патшалăх /муниципалитет/ служащийĕ пулнă çынсене ĕçе йышăнни çинчен пĕлтерменнипе çыхăннă. Вĕсем федераци саккунĕн çак нормине пĕлменни куç кĕрет. Çавна май ĕç тăвакан влаç органĕсем, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ патшалăх тата муниципалитет служащийĕсемпе тивĕçлĕ семинарсем йĕркелени чăннипех усăллă.

Çапах прокурорсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем коррупцирен сыхланса профилактика енĕпе çителĕклĕ ĕçлеменнине, палăртнă мероприятисене пурнăçламаннине те асăнмалла. Должноçри çынсем коррупцие хирĕç саккунсенче çирĕплетнĕ тивĕçсемпе чарусене пурнăçламан 400 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă, çакăншăн должноçри 91 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Тĕрĕсленĕ тытăмсенче патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем тупăшсемпе тăкаксем, пурлăх çинчен калакан кăтартусене тăратнă чухне саккуна уяман тĕслĕхсем нумаййи палăрнă.

Калăпăр, Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕ шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем тупăш çинчен калакан справкăсенче транспорт сутнă май илнĕ тупăша кăтартман, тăкаксене кăтартакан справкăсем тăратман. Çакнашкал тĕслĕхсене Пенси фончĕн республикăри, хуласемпе районсенчи уйрăмĕсенче, Соцстрах фончĕн регионти уйрăмĕнче те тупса палăртнă. Çав тытăмсенче ĕçлекен хăш-пĕр çын вăл е ку пурлăха справкăра асăнман, хăш-пĕр кăтартăва туллин палăртман. Çавна май ПФ управленийĕсен ертÿçисен ячĕпе 8 представлени çырнă, ятарлă комиссие тивĕçлĕ информаци панă. Соцстрах фончĕн республикăри управленийĕн ертÿçин ячĕпе те представлени çырнă.

Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче служащисем /фондсен ĕçченĕсем/ тăкаксене çирĕплетекен справкăсем паманнин 5 тĕслĕхне тупса палăртнă. Калăпăр, Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ май республика прокуратури 3 служащи тăкаксене справкăсемпе ĕнентерменнине çирĕплетнĕ. Вĕсем хăйсен е мăшăрĕсен юлашки 3 çулти тупăшĕнчен хаклăрах хваттерсем туяннă, апла пулин те справкăсем тăратман. Ку тĕслĕхсемпе те представленисем çырнă, вĕсене тишкереççĕ-ха.

Валерий МИХАЙЛОВ,

ЧР прокуратурин пай прокурорĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.