Взяткăпа инçе каяймăн

15 Чÿк, 2014

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра коррупципе çыхăннă 377 преступление регистрациленĕ. Следстви ирттернĕ май çав ретри преступленисене тунă 125 çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен 14-шĕ саккуна ушкăнпа каварлашса пăснă.

Взяткăпа çыхăннă преступленисем - 134: 105 тĕслĕх - взятка илни, 29 - взятка пани. Уголовлă кодексăн 290 статйипе пăхнă преступленисенчен ытларахăшне вĕрентÿ сферинче тăрă шыв çине кăларнă - 66 çын явап тытать. Право хуралĕпе çыхăннă ĕç-хĕлре - 23, медицина сферинче - 5 çын.

Раççей Геройĕ Е.Борисов тата Раççей ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн 4-мĕш полици пайĕн пуçлăхĕ И.Иванов тунă преступленисем пысăк шăв-шав çĕклерĕç. Кăçалхи июнĕн 16-мĕшĕнче уголовлă ĕç пуçарнă май Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ ĕç-пуçа уçăмлатнă ĕнтĕ. Е.Борисов И.Павловпа, О.Борисовпа, С.Дмитриевпа, Р.Ершовпа, Ю.Капитоновпа тата С.Семеновпа пĕрле республика территорийĕнче астармăш вăйăсем йĕркеленĕ. Çавна май астармăш вăйăсем йĕркелессине патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрасси çинчен калакан саккуна пăснă. Çапла майпа асăннă çынсем 1,5 млн тенкĕ ытла услам тунă.

Ку çеç те мар. Кăçалхи февраль-май уйăхĕсенче Е.Борисов Çĕрпÿ хулинче И.Павлов урлă вырăнти полици пуçлăхĕ валли укçа панă - 60 пин тенкĕ. Çак взяткăпа хăйĕн ушкăнĕ йĕркелекен астармăш вăйăсене курмăш туччăр тесе полицейские сутăн илесшĕн пулнă.

Унсăр пуçне кăçалхи июль варринче И.Павловран Шупашкарти ОП-4 пуçлăхĕ И.Иванов 15 пин тенкĕ взятка илнĕ. Ăна та саккунсăр ĕç-хĕле пакунлисем ан чăрмантарччăр тесе укçа тÿленĕ.

Валерий МИХАЙЛОВ,

ЧР прокуратурин пай прокурорĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.