«Коррупци шăршиллĕ» саккассем

2 Çĕртме, 2014

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта прокурорсем республикăра саккассене вырнаçтарассипе çыхăннă сферăра саккуна пăснин коррупци сĕмĕллĕ 32 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Çавна май 12 çынна - дисциплина енĕпе, 4 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Пĕр материал тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă.

Муниципалитет саккасçисен ĕç-хĕлĕнче кăлтăк чылай. Сăмахран, Шупашкар районĕн прокурорĕ Тутаркасси ял тăрăхĕн администрацийĕ «Авто-7» ООО заявкине автомобильпе тивĕçтерме электрон мелĕпе йĕркеленĕ аукциона явăçтарса саккуна пăснине палăртнă. Çавăн пекех Ишлей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн амăшĕ учредитель шутланакан «Ангел» ООО аукциона хутшăнма заявка парсан аукцион комиссийĕн йышĕнчен тухмалли тивĕçе пурнăçламаннине тăрă шыв çине кăларнă. Прокурор представленисем çырнă хыççăн яваплăхăн тивĕçлĕ мерисене палăртнă.

Çĕмĕрлере территори медицина центрĕн котировка комиссине муниципалитет контрактне пурнăçлакана суйласа илессинче хăйĕн интересĕ пур çын хутшăннине тупса палăртнă. Ку тĕслĕхре те айăплине дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Çакнашкал тĕслĕхсем татах та пулнă.

Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкар прокурорĕ пуçарнă административлă ĕç. «Агета-С» «Химпром» АУОн персонал енĕпе тата административлă ыйтусемпе ĕçлекен директорне укçа панă - хими комбиначĕн продукцине пĕр чăрмавсăр тиеттерсе янăшăн. Фирмăна 1 млн тенкĕлĕх штрафланă. Чăн та, йышăну саккунлă вăя кĕмен-ха.

Канаш районĕн сучĕ вара «Атлант» ОООна административлă майпа явап тыттарнă. Прокурор пуçарнă ĕçпе ăна та 1 млн тенкĕлĕх штрафланă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - административлă яваплăхран хăтăлас шутпа «Атлант» директорĕ МЧСăн Канаш хулипе районĕнче надзор ĕç-хĕлне пурнăçлакан пайĕн патшалăх инспекторне укçа сĕннĕ. Инспектор фирма территорийĕнче, производство объекчĕсен çывăхĕнче, каяшсене çунтарнине тупса палăртнă та - директор çак «çылăха» каçарттарма ăна 300 пин тенкĕ тÿлĕп тата автомобиль бакне бензин ярса парăп тенĕ. Çук, ĕç тухман - административлă ĕç çуралнă. Суд йышăнăвĕ пур ĕнтĕ, анчах вăл вăя кĕрсе ĕлкĕреймен-ха.

 

ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан пайĕн прокурорĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.