Комментари хушас

11 Чÿк, 2014

Трактор-машина пуçтарать

Ăна ялта Гена Александров тесен - пĕлмеççĕ. Гена Стеклов тесен камне пĕлмен çын çук. Аслашшĕ чÿрече хашакне кантăк лартнă. Пиччĕшĕ Валентин та «Александров» хушаматпа çÿрет. Анчах ăна та Стеклов Вали теççĕ.

Гена Александров 1948 çулта Шоркка ялĕнче кун çути курнă. Çатракасси шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ. Казахстанри Ульяновск районĕнчи Свердловск салинче механизаторсен училищинче 2 çул вĕреннĕ. Совхозра ДТ-75 тракторпа çулталăк ĕçленĕ. Унтан ăна çар хĕсметне илнĕ. Тăван яла таврăнсан Шупашкарти 1-мĕш автобаза самосвалĕпе 10 çул вăй хунă. Каçсерен техучилищĕре газоэлектросварщика вĕреннĕ. Ял хуçалăх техникине юсанă. Тимĕртен техника хатĕрĕ ăсталама кăмăллать. Автомашина-трактор пайĕсемпе пĕчĕк икĕ трактор турĕ. Виççĕмĕш Т-25 трактор пекех /сăнÿкерчĕкре/. Ăна ăсталанă чух ГАЗ-53 автомашина пайĕсемпе /руль механизмĕ, коробка, хыçалти мост тата ытти те/ усă курчĕ.

Мехпаркра виçĕ çамрăка газоэлектросварщика вĕрентрĕ, вĕсене хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Тракторĕпе пускиле, ял-йыша пулăшать. Пÿрте хутса ăшăтмалли пăрăхсене аппаратпа шăратса сыпăнтарать. Вăл прицеп, шыв пички, плуг, культиватор, çĕрулми купаламалли, утă çулмалли агрегатсем ăсталанă.

Владислав ПЛАТОНОВ.

Шупашкар районĕ,

Шоркка ялĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.