Archive - Чÿк 2014

ноябрь 12th

12 Чÿк, 2014

Çукран пур тусан

Çутă та пысăк цехра машинăсем пĕр евĕр кĕрлеççĕ. Çĕвĕçсен аллисем хăвăрт вылянаççĕ: пĕри тумтир çаннине çĕлет, тепри - çухавине... Куç умĕнчех татăк-кĕсĕкрен илемлĕ куртка пулса тăчĕ. Тавар купи ÿссех пырать. Кĕçех ăна чĕркемлесе вырăнти предприятисене, Мускава ăсатĕç.

12 Чÿк, 2014

Мал шухăш малах турттăр

"Ăна ĕçлеме çăмăлрах. Тăванĕ ав мĕнле пулăшать", - теме пултарĕç Шелттем /Канаш районĕ/ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çинчен сăмах хускатсан. "Епле çăмăл пултăр-ха? Шелттем хула çывăхĕнче вырнаçман. Çамрăксене укçа-тенкĕ енчен çĕнĕ пурнăç пуçлама пулăшакан ĕç вырăнĕ тупма йывăр. Вăйлă аталаннă хуçалăхсем çук. Çакна кура ял тăрăхĕн бюджечĕ чухăн", - туххăмрах хуравлĕччĕ лару-тăрăва ăнланакан çын.

Тăван тăвана пулăшнинче мĕн япăххи?

12 Чÿк, 2014

100 çулти салтак

Пирĕн республикăра çын вăтамран миçе çул пурăнать? Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2013 çулта этем ĕмĕрĕ 70,8 çулпа танлашнă. Арçынсем хĕрарăмсенчен нумайрах пурăнни вăрттăнлăх мар. Раççей шайĕнче акă 2012 çулта хĕрарăм ĕмĕрĕ 1990 çулпа танлаштарсан пĕр çулталăк тăсăлнă.

12 Чÿк, 2014

«Мĕнпе» мар, «кампа» мухтан

Ачисем йышлă пулнăран ырми-канми ĕçлеме тивнĕ Зверевсен. Тепĕр чухне çывăрма та вăхăт юлман. Колхоза тухса утиччен сакăр ачана (шел, пĕри пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă) тăрантарма кăмакаран кунсерен вĕри çăкăр пĕçерсе кăларма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа Зверевсем ирхине 3 сехетрех ура çинче пулнă.

12 Чÿк, 2014

Сÿнмест, ялкăшать Куснар çути

(Иван Вашки çуралнăранпа - 100 çул)

Вăхăт иртет, вăхăт вĕçет. Тăван халăх пурнăçĕпе кун-çулне чĕре патĕнчи ăшă сăмахсемпе шурă хут çине ÿкерекен çыравçă вара - ĕмĕр вилĕмсĕр, ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ. Иван Вашки ячĕ те çаплах - халăх асĕнче.

12 Чÿк, 2014

Пил сăмахĕ - ĕмĕре

«Алла тĕрĕ тытмасан кун ахаль иртнĕн туйăнать, - тет Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Галина Тимофеева. - Пуçланă ĕçе хăвăртрах вĕçлес килет. Тĕрленĕ май хамăн ĕçпе киленетĕп».

12 Чÿк, 2014

Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе

Шкул çумĕнче музей йĕркелени çав тери меллĕ. «Аваллăхсăр малашлăх çук», - теççĕ халăхра. Çамрăк ăрăва иртнĕ кун-çулпа паллаштарма шăпах музей кирлĕ. Çичĕ хут илтиччен пĕрре курни ĕмĕр-лĕхех асра юлать.

Мамонт асав шăлĕ те, савăт-сапа та

Аслă Елчĕкри вăтам шкул çумĕнче историпе краеведени музейĕ ĕçлет. Ăна 1949 çултах йĕркеленĕ. Пуçарса яракансем - ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Радость Спиридоновнăпа Петр Алексеевич Печковсем. Паян унăн ĕçне Надежда Зиновьевна Хушкина йĕркелесе пырать.

12 Чÿк, 2014

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!» акци пуçланать

ЧР прокуратури право хуралĕн, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ноябрĕн 17-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 17-мĕшĕччен "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер!" акци йĕркелет. Тĕллев - наркотиксен кăна мар, психоактивлă мĕнпур хутăшăн, çав шутра туртмалли хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси.

ноябрь 11th

11 Чÿк, 2014

Хăратма мар, пире пулăшма килнĕ

Мускавсем Чăваш Енри çулсем çинчи йĕркелĕхе тĕрĕслерĕç.   «Республикăна 15 БМВ автомобильпе Мускавран ПАИ сотрудникĕсем килнĕ, çулсем çинче водительсене тустараççĕ кăна!» Интернет саманинче çак хыпар Чăваш Енре çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа сарăлчĕ.

Pages