Комментари хушас

12 Чÿк, 2014

100 çулти салтак

Пирĕн республикăра çын вăтамран миçе çул пурăнать? Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2013 çулта этем ĕмĕрĕ 70,8 çулпа танлашнă. Арçынсем хĕрарăмсенчен нумайрах пурăнни вăрттăнлăх мар. Раççей шайĕнче акă 2012 çулта хĕрарăм ĕмĕрĕ 1990 çулпа танлаштарсан пĕр çулталăк тăсăлнă. Арçыннăн улшăнман. 22 çул каяллахи пекех юлнă, урăхла каласан – 63 çул.

Хальхи вăхăтра Раççейре вăрçă-харçă пымасть, пурнăçа юратса пурăн та пурăн! Анчах те пурăнма пĕлместпĕр, те ытти-хыттине чухламастпăр - çĕр çула çитме ĕмĕтленместпĕр те. Сайра пулин те хĕрарăмсем пурăнса çиткелеççĕ-ха çав вăхăта, арçынсем ку енчен вăйсăртарах. Çавăнпа Вăрнар районĕнчи Санарпуçĕнче пурăнакан Михаил Платонович Платонова /Солдатова/ "хĕрлĕ кĕнекене" кĕртме те çылăх мар. Виçĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса вăл сывă юлнă. Иртнĕ эрнере, ноябрĕн 6-мĕшĕнче, шăп та лăп 100 çул тултарчĕ.

Финсемпе, нимĕçсемпе, яппунсемпе

Виçĕ вăрçă тенĕрен уçăмлатсах каламалла пулĕ. Çар хĕсметне 1938 çулта лекнĕ Михалан малтанах финсемпе тытăçма тивнĕ. 1939-1940 çулсенче Совет Союзĕпе Финлянди хушшинчи хирĕç-тăру историре юлнине пĕлетпĕр-çке. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мĕн чухлĕ юн юхнине аса илтерме кирлĕ мар. Берлина илсессĕн пирĕн çарсен 1945 çулта яппунсене парăнтарма лекнĕ. Çак вăрçă-харçăсен çулĕпе утса тухнă та Михаил Платонович. "Мĕнле сывă юлнă-ши?" - тесе тĕлĕнетĕр пулĕ. Ун патне çитмелле тесен хам та çул тăршшĕпех тĕлĕнтĕм. Курса калаçрăм та - лăплантăм. "Манран вилĕм хăранă, çавăнпа вăрçăран тухса тарнă", - çурма шÿтлесе хуравларĕ ватă салтак. Чăнласа вара: "Турă упранă пулĕ", - терĕ. Управçă Турă пĕрлех çÿренĕ-тĕр, анчах ху çивĕч те вăр-вар пулмасан вăл та упраса çитереймест-çке-ха. Чăннипех те маттур пулнă çав чăваш каччи.

Ашшĕсĕр çитĕннĕ вăл. Лешĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçине тухса кайнă чухне Михала амăшĕн варĕнче выртса юлнă. "Ывăл çуралсан Михала ят хур. Михаил Платонович пултăр. Хĕр пулсан ху пĕлнĕ пек ят пар", - хытарса хăварнă упăшки арăмне, ахăртнех, хăй каялла таврăнмасса сиссе. Амăшне пулăшса ывăл ача мĕн пĕчĕкрен утă та çулнă, вутă та çурнă, пахча та чавнă. Килте йыш пулманран пысăк ĕçсене çемьен нимелле тума тивнĕ, тăван, пускил пулăшнă. Наянланма, кахалланма вăхăт пулман.

Чĕлхем вĕçĕнчен вĕçерĕнсе тухнă "кахал" сăмаха илтсессĕн Михаил Платонович кулсах ячĕ. "Ку сăмаха калама та намăс", - терĕ. Кахал-наян мĕнне пĕлсе çитĕнмен çав унăн ăрăвĕ. Хăрама-шикленме те пĕлмен. Унсăрăн вăл темиçе вăрçăран чĕрĕ тухайĕччĕ-ши?

 

Кабинăра - Солдатов, хыçра - "Катюша"

Шăпăр-шăпăр тăкăнакан пульăсем ун пуçĕ çийĕн пайтах вĕçсе иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Михаил Платоновича "Катюша" машина шанса панă. Ялта чухне шофера вĕренни пулăшнă ăна. Пултаруллă та çивĕч йĕкĕте асăрхамасăр та май килмен.

"Катюша" питех те хăрушă хĕç-пăшал пулнă, пĕр установка çинчи 16 снаряд çурăлсан çĕр çинче нимĕн те юлман. Тен, шăпах ăна пула çĕнтернĕ те фашистсене. "Пульăсем йĕри-тавра ши те ши! шăхăраççĕ, тÿпе кĕрлесе тăрать. Машинăна малтан мала илсе каймалла. Руле мĕнле алăран яратăн? Хăрама та пĕлмен", - аса илет çĕр çула пурăнса çитнĕ салтак.

Йывăр сурансем те пулман вĕт тесен ăна мăшăрĕпе ачисем пÿлчĕç те иртнине аса илтерчĕç. Аманман мар, паллах, Михаил Платонович, анчах уйăхĕ-уйăхĕпе госпитальсенче выртман. Акă вăл пĕр саманта аса илчĕ. Тавралăх вăрçă шавĕпе кĕрлесе тăнă чухне аллине пуля лекнĕрен пĕр пÿрни руль çумне çыпçăнсах ларнă.

"Катюшăпа" Солдатов уйрăлми туссем пулнă. Фронтăн питех те кăткăс вырăнне çитмелле чухне яланах унăн ятне асăннă. Унăн машини кирек хăш вăхăтра та çула тухма хатĕр тăнă.

Яппунсен "банзай" сăмахĕ вырăсла мĕне пĕлтернине Михаил Платонович хăйĕн 100 çулхи юбилейĕнче кăна пĕлчĕ. Вырăссем атакăра "ура" сăмахпа малтан мала талпăннă пулсан, яппунсем кун пек чухне "банзай" тесе кăшкăрнă. Яппунсемпе вăрçнă чухне Михаил Солдатов разведчиксен ротинче çапăçнă. Вичкĕн куçлă, çивĕч ăс-тăнлă чăваш пĕррехинче яппунсем хăйсене çавăрса илме шут тытнине чухласа илнĕ те полк командирне пĕлтернĕ. Часах тревогăпа полка ура çине тăратнă, атакăна тухнă. Яппунсенчен тараканни тарнă, ыттисене пирĕн çар малалла иртме паман. Тĕттĕмре пĕр яппунĕ хăйĕн патне йăпшăнса пынине темле майпа асăрхама ĕлкĕрнĕ Михала. "Ара ман вилĕм вĕт ку", - вĕлтлетнĕ пуçĕнче. Лешĕ "банзай" тесе кăшкăрса янă та Михалана пăшалпа тĕлленĕ. Чăваш маххă паман, маларах пенĕ.

Вăрçăра та пурнăç хăй еккипе пырать çав. Темĕн те илтме тивет. Пĕррехинче уйрăм командирĕ Михалана: "Чуваш - свинья" тесе лаплаттарса хунă. Мĕншĕнне Михаил Платонович паян кун та тавçăраймасть. Çак сăмахсем унăн чĕрине вирлĕн пырса тивнĕ. Полк командирĕпе туслă пулнăран юлташла çакăн çинчен ăна пĕлтернĕ. Кăшт вăхăтран аслă ертÿçĕ хăйĕн патне иккĕшне чĕннĕ те уйрăм командирĕнчен: "Эсĕ çапла каланă-и?" - тесе ыйтнă. Лешĕ туннă. Хăйне кÿрентерекене Михала полкра текех курман.

 

Чĕрĕ, шухă, çивĕч пул тата итле

Вăрçăра аптăраманскере тăван ялĕнче те асăрханă. Кунта унăн пурнăçĕ каллех машина рулĕ умĕнче иртнĕ. 40 çул ытла колхоз ертÿçисене турттарнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче машина сахал пулнă. Пĕрремĕш "ЗИС-6" машинăна Михаил Платонович Мускава хăй кайса илнĕ. Инçе çула каймалла чухне ялта тÿрех Михалана тилмĕрнĕ. Пĕлекен çынпа çула тухнинчен лайăххи мĕн пултăр.

Нумай курнă, нумай пĕлнĕ çав. Фашистсене парăнтарса Берлина çитсен рейхстаг стени çине: "Сын чуваша Михаил Платонович Солдатов здесь был", - тесе кирпĕч татăкĕпе çырса хăварнă.

Паспорт çинче унăн хушамачĕ Платонов, анчах мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Михаил Платонович Солдатов хушаматпа çÿренĕ. Чунпа та салтак пулма тăрăшнă.

"Чĕрĕ, шухă, çивĕч пулмалла", - тет Михаил Платонович. Мăнукĕсене те ?мăшăрĕпе Мария Яковлевнăпа паян вĕсем 3 ачипе, 11 мăнукĕпе, 15 кĕçĕн мĕнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕн 1 ачипе мухтанма пултараççĕ% çавнах вĕрентет. Тата командирсене итлемелле тет. Хăй вăл нихăçан та тавлашман, хирĕçсе айăпа кĕмен. Эрех-сăрапа айкашман, чĕлĕм туртман, юратнă мăшăрĕпе вăрçăнса пурăнман. Ăс-тăнĕ паянхи кун та çивĕч.

Сăмах май, Мария Яковлевна та вăрçăра зенитчица пулнă. Санарпуç ял тăрăхĕнче вăрçа хутшăннисем иккĕшĕ кăна тăрса юлнă. Тепĕр икĕ çултан вĕсем мăшăрланнăранпа 70 çул çитет.

Çавăнпа мĕншĕн пурăнас, ырришĕн ĕмĕтленес мар? Пĕчĕк чухне хулари лавккара пулнине ниепле те манма пултараймасть салтак. Хырăм выçă. Çăкăр татăкне чĕпĕтсе çинине асăрханă сутуçă. "Сан хырăм выçă-и?" - тесен ача тунман. Арçын вăл ăçтан тата кам ачи пулнине ыйтса пĕлнĕ. Михала ашшĕпе Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пĕрле çапăçнă иккен вăл. Вара ачана тăраниччен çитернĕ.

Паян пурăнма йывăр-и? Вăл вăхăтринчен темиçе хут çăмăл. Мĕнле пурăнасси йăлт хамăртан килет.

Ирина Никитина.

Сергей ЖУРАВЛЕВ

сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.