Комментари хушас

12 Чÿк, 2014

Сÿнмест, ялкăшать Куснар çути

(Иван Вашки çуралнăранпа - 100 çул)

Вăхăт иртет, вăхăт вĕçет. Тăван халăх пурнăçĕпе кун-çулне чĕре патĕнчи ăшă сăмахсемпе шурă хут çине ÿкерекен çыравçă вара - ĕмĕр вилĕмсĕр, ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ. Иван Вашки ячĕ те çаплах - халăх асĕнче.

Иван Никифорович Никифоров ?Вашки% 1914 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Çÿлти Куснар ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти ултă çул вĕренмелли тата Елчĕкри колхоз çамрăкĕсен шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Ачаран таврари çут çанталăк пуянлăхĕпе, Энĕшпе Атăл илемĕпе киленнĕ, сăвăсем çырнă. Унăн малтанхи сăввисемех чун-чĕрене çупăрласа ачашлаççĕ. Ял çумĕнчи анасем çинче пурçăн çивĕтлĕ йĕтĕн хумханса ларни те сăвăç чунне хытă хускатнă, «унăн ешĕл хумне хирĕç пуç тайтарнă». Çак сăвăсем çамрăк хĕрÿлĕх тапса тăнипе, ĕçпе кĕрешÿре малта пыма чĕннипе, сăнарлă илемĕпе палăрса тăраççĕ.

Çамрăк сăвăç самана уттипе пĕр тан утма тăрăшнă. «Пурнăç карапĕ» çав çулсенче «хум-штурмра ишнĕ». Пĕтĕм халăх пĕрремĕш пилĕкçуллăх стройкисенче вăй хунă, йывăр индустрин капмар предприятийĕсем, пĕлĕте шăтарса, çÿлелле кармашнă. Мĕн тери хĕрÿ тапхăр! «Пурçăн çилхеллĕ, ылтăн хумлă тухăçлă тыр-пул ÿстерме, хăйĕн чăн-чăн телейне хресчен пĕрлешÿллĕ хуçалăхра тупма пултарасса Иванюк çирĕп ĕненнĕ. Çавăнпа пĕрлех вăл иртнĕ пурнăç «кивĕ суха касси айне» выртса юлнине ырланă.

1933 çулта Иван Вашки Шупашкарти театр техникумне вĕренме кĕрет. Тепĕр пысăк савăнăç та пулнă: çав çулах унăн хăй пекех тата 4 çамрăк авторпа пĕрле кăларнă «Малтанхи парне» кĕнеке тухать. Вĕреннĕ хушăрах вăл Чăваш çамрăкĕсен театрĕ лартакан спектакльсенче вылянă. Хулари çыравçăсемпе паллашнă, сăвăсем çырнă. Халĕ унăн поэзири сасси те çирĕпленет: шухăшĕ те анлă, кашни сăмах хăйĕн вырăнне тупать.

Техникум хыççăн 1936-1938 çулсенче Иван Вашки Хĕрлĕ Çарта пулать. Çартан таврăнсан пĕр хушă театрта ĕçлет, часах ăна «Çамрăк большевик» хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Çак çулсенче вăл çарпа патриотизм темине çутатакан сăвăсем хайлать. Вĕсенчен уйрăмах «Краснофлотецсен юрри», «Чапаев», «Мучи концертра», «Юлташ» сăввисене палăртмалла. Вĕсем çĕршыври çутă пурнăçа юн тăкса, вут-çулăмра çунса çĕнсе илни çинчен калаççĕ, Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕлеме чĕнеççĕ.

1940 çулта Иван Вашки Мускаври А.В.Луначарский ячĕллĕ театр институчĕ çумĕнчи чăваш студине вĕренме кĕрет. Вăл ку вăхăтра ятлă-сумлă сăвăç ĕнтĕ, тепĕр кĕнеке кăларма хатĕрленет. Çапах та манăн çакăнта кĕскен çеç Иван Вашкин çепĕç лирик туйăмне палăртакан йĕркесене кăтартассăм килет.

Ирхи сывлăм йăлтăрккан

Курăкра кĕмĕлленет.

Пуç тÿпинчи тăрăхран

Тăри кайăк тĕр тĕрлет.

Янкăр пĕлĕт кăн-кăвак.

Хăпарма тимлет хĕвел...

Акă тата «Асамат кĕперĕ» сăвăран илнĕ темиçе йĕрке:

«Атăл урлă хĕлĕх картăм», -

Тет чăваш çынни çакна.

Кĕпере асра хăвартăм

Сÿниччен сăна-сăна.

 

Шăнăçми пек ÿсрĕ шелĕм,

Асамат çухалнăçем.

Ăнтăхса çапла тинкертĕм –

Ма час çĕтрĕ ку илем?

Сăвăç пейзаж ăсти, сăнарлă та хитре ÿкерчĕксем тăвать. Вулакана çут çанталăк илемне асăрхама вĕрентет.

Шел, театр студийĕ çумĕнчи чăваш студийĕнче çулталăк та вĕренеймест Иван Никифорович. Нимĕç фашисчĕсем Мускав патне çывхарса пыраççĕ, вăл каллех салтак шинелĕ тăхăнать. Фронтра - артиллери взвочĕн командирĕ. Тăшмана каялла хăвалама пуçласан, ăна Мускава, салют паракансен ушкăнĕнче çар тивĕçĕсене пурнăçлама куçараççĕ. Кунта вăл И.В.Сталинпа паллă маршалсемпе генералсене тĕл пулать. Унăн асаилĕвĕсем питĕ интереслĕччĕ.

Вăрçă хыççăн Иван Вашки журналистика ĕçне таврăнать - «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ пулать. Унтан ăна К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрне актерта ĕçлеме чĕнсе илеççĕ... 1950-1952 çулсенче партин Чулхулари шкулĕнче вĕренет. Çак çулсенче вăл ытларах драматурги енĕпе ĕçлет. Сцена саккунĕсене пĕлекенскер 1946 çулта икĕ пьеса - «Пăрлă пĕлĕт айĕнче» (Стефан Геймăн «Заложники» романĕн сюжечĕпе) тата «Салют хыççăн» (тепĕр варианчĕ «Хурама çулçи мĕн пăшăлтатать-ши?») драмăсем çырать.

«Пăрлă пĕлĕт айĕнче» драма фашистсен ылханнă пусмăрĕ айĕнче чех халăхĕ хăрушă асап тÿснине кăтартса парать. Фашизма нихçан та пуç çĕклеме памалла мар, вăл этемлĕхе чуралăхпа вилĕм кăна кÿрет. Ăна тÿрех таптаса лапчăтмалла. Çак шухăша уçăмлăн фашизма йĕрĕнсе питлет автор.

«Хурама çулçи мĕн пăшăлтатать-ши?» драма - Иван Вашки пултарулăхĕнче паллă вырăн йышăнакан произведени. Кунти ĕçсем Аслă Çĕнтерÿ кунне, Гитлер вăрă-хурахĕсене аркатса тăкни çинчен пĕлтерсе, Мускавра тупăсемпе персе хăватлă салют панине, вăрçăн пĕтĕм терт-нушине тÿссе ирттернĕ совет халăхĕн çутă савăнăçне аса илтереççĕ. Драмăра Архипов лейтенант сăнарĕ - асра юлакансенчен пĕри. Ырă кăмăллă, вашават офицер вăрçăра çапăçнă, аманнă. Çĕнтерÿ кунĕнче Мускавра салют пама хутшăннă. Çарти хĕсметре хăй телейне тупнă, тупăсене çĕнетсе лайăхлатма шутлать, хăйĕн теори пĕлĕвне ÿстерме политехника институчĕн профессорĕсем патне çÿрет, аспирантурăра вĕренме ĕмĕтленет.

Хаяр тĕрĕслев çулĕсем хыççăн поэзие те пăрахман Иван Вашки. Вăл хăйĕн сăввисенче халăхсен çирĕп туслăхĕ, тăшманпа паттăррăн çапăçнă фронтовиксем çинчен («Манми кунсем», «Йывăр экзамен», «Герой палăкĕ» т.ыт.те.) çырчĕ. Вырăс поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарчĕ, юрату теми те тивĕçлĕ вырăн тупрĕ. Çапах та вăл ытларах проза жанрĕпе ĕçлерĕ. Унăн вун-вун калавĕнчен Иван Никифоровичăн «Ĕмĕре тăракан пĕр кун» автобиографиллĕ калавне палăртас килет. 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Хĕрлĕ площадьри парада хутшăнса унтан тÿрех Мускава хÿтĕлеме тухса кайни писатель-патриотшăн нихçан манăçми кун ĕнтĕ. Çак калавра Хĕрлĕ площадьре пулса иртнĕ çар парадне куç умне яр уççăн тухса тăмалла çырса кăтартнă.

Иван Вашки нумай çул хушши Чăваш кĕнеке издательствинче, обллитра редакторта, «Тăван Атăл» журналăн яваплă секретарĕнче ĕçлерĕ. Вăл 2011 çулта çĕре кĕнĕ.

«Пурăнан пурнăçра йăнăш туман çын сахал пулĕ, - тенĕччĕ вăл мана 90 çула çитес умĕн. - Лайăх-и, япăх-и - эпир пурăнкаласа ирттертĕмĕр. Мĕн туни çумне хушма та, кăларса ывăтма та май çук ĕнтĕ. Эпир тăван халăх ырлăхĕшĕн ĕçленĕ. Мĕн курмаллине веçех курнă пулас. Хура тарпа хĕрлĕ юн мĕнне те пĕлетĕп. Çитĕнекен ăрусем вĕсене ан курччăр. Уйрăмах вăрçă хăрушлăхĕнчен Турă упратăр. Çамрăксем эпир тунă йăнăшсене ан туччăр. Курманни нумай пулать, мĕнлерех-ши тăван Куснар çутисем?»

Сÿнмест, ялкăшать Куснар çути, Иван Никифорович!

Герман Желтухин.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.