Мал шухăш малах турттăр
"Ăна ĕçлеме çăмăлрах. Тăванĕ ав мĕнле пулăшать", - теме пултарĕç Шелттем /Канаш районĕ/ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çинчен сăмах хускатсан. "Епле çăмăл пултăр-ха? Шелттем хула çывăхĕнче вырнаçман. Çамрăксене укçа-тенкĕ енчен çĕнĕ пурнăç пуçлама пулăшакан ĕç вырăнĕ тупма йывăр. Вăйлă аталаннă хуçалăхсем çук. Çакна кура ял тăрăхĕн бюджечĕ чухăн", - туххăмрах хуравлĕччĕ лару-тăрăва ăнланакан çын.
Тăван тăвана пулăшнинче мĕн япăххи?
Тăван тăвана пулăшни япăх-им тата?! Владимир Германович Николаева уйрăмах кĕçĕн шăллĕ Николай, предприниматель пулнă май пулăшать. Вăл хăй çуралса ÿснĕ тăрăха илем кĕртме нумай тăрăшать. "Сирĕн вырăнта урăх çын ларнă пулсан çапла тăвĕччĕ-и?" - ыйтатăп вырăнти пуçлăхран. "Ман шухăшпа çакă уншăн пĕлтерĕшлĕ мар. Кирек кам пулсан та тăван ялне пурпĕрех пулăшăччĕ", - терĕ вăл.
Шел те, унашкалллисем паян сайра, шутлă. Нумаях пулмасть шкул пулăшу ыйтнăран Николай Германович хутса ăшăтмалли тытăма, мĕнпур чÿречене пластиклипе улăштарма пулăшнă. Ялти ватăсене те манмасть, хальччен вĕсене хăй шучĕпе хумпа ăшăтакан кăмакасем те, чаплă çурăм ăшшисем те парнеленĕ. Ял администрацийĕн çуртне кĕнĕ çĕрте видеокамера вырнаçтарнă. Çакă та унăн парни. Владимир Германовичпа ял пурнăçне тишкернĕ хушăра унăн ячĕ тата темиçе хут янăрарĕ. Татăлмарĕ тесен тĕрĕсрех те. Ял тăрăх администрацийĕн çурчĕ хыçĕнчи вырăна типтерлетчĕç. Машинăпа çĕр турттараççĕ, ĕçченсем ăна сапаласа якатаççĕ. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса çĕнĕ палăк лартасшăн. Унта кашнин ятне çырса хурасшăн, сăнĕсене пысăклатса вырнаçтарасшăн. Парк йĕркелесшĕн. Кăвак чăрăшсем ÿстересшĕн тата ытти те.
Ĕç мăй таран. Акă пуçлăхăн пÿлĕмне çамрăк арçын кĕрсе тăчĕ. Çĕр тиекен экскаваторăн урапи шăтнă-мĕн. Сапламалли материал туянмалла. Владимир Германович темиçе çын патне шăнкăравласа çула тухма транспорт тупса пачĕ. Тем вăхăтран пÿлĕмре каллех çын курăнса кайрĕ. Пуçлăх вăл мĕн сăлтавпа килнине тÿрех ăнланчĕ. Палăк таврашĕнчи парк чиккийĕ унăн пахчи хыçĕпе иртет. Ватă арçынна картана çĕнĕрен тытасси канăçсăрлантарать. Пăшăрханас çук, ăна ял администрацийĕ хăех тытса парать, унччен маларах чикке тĕрĕс палăртма лаптăка çĕр кĕнекипе усă курса пахча хуçисен умĕнчех виçĕ. Парк тăршшĕ пĕтĕмпе 180 метр пулмалла.
Тавралăх кам пулăшнипе илемленет тетĕр-и? Чухлама кăткăс мар - Николай Германович ялшăн каллех ырă ĕç тăвать.
Хура кĕркунне тĕттĕм мар
- Владимир Германович, тумалли ĕçсен ытларах пайне эсир кăçалах пурнăçласшăн. Çитес çултах майăн 9-мĕшĕччен ĕçлеме вăхăт сахал юлать. Тĕрĕсех шухăшлатăп-и?
- Палăкне кăçалах вырнаçтарасшăн. Темле ĕлкĕрĕпĕр ĕнтĕ. Малтан палăртнă эскиза кăшт улăштарма тиврĕ. Палăка паха материалтан тутаратпăр. Ытти ĕçе те лайăх тăвасшăн.
- Ун çинчен ĕçе вĕçлесен калаçăпăр-ха. Халĕ кулленхи пурнăçа таврăнар. Ял çыннине мĕн çитмест? Акă урамра - хура кĕркунне. Каçсерен тĕттĕм. Сирĕн ял урамĕсенче те çапла-и?
- Виçĕ ялта ?Çĕнĕ тата Кивĕ Шелттемсенче, Маякра% çутă çутассине автоматика мелĕпе йĕркеленĕ. Светодиод лампочкисем çакнă. Хаклă, паллах, анчах капла туни тăкака саплаштарать. Малтанхи лампочкăсене каçхине çутсан ирхине кăна сÿнтерме май пулнă. Халĕ халăх сĕт пама тухнă вăхăтра 1-1,5 сехетлĕхе çутса илетпĕр. Унтан тĕттĕмленсен çутатпăр та çурçĕр иртсен сÿнтеретпĕр. 20 ватлă лампочкăсем çав тери çутă мар, анчах каçхине такăнса ÿкместĕн. Çутăна перекетлесе эпир лампочкăсен шутне ÿстересшĕн.
- Такăнса ÿкместĕн терĕр, мĕн, ял хушшинчи çулсем çаплипех япăх-им?
- Аплах мар. Урамсене кашни çул пĕчĕккĕн çĕнетме тăрăшатпăр. Патшалăх программи шучĕпе те, вырăнти бюджет укçи-тенкипе те. Кивĕ Шелттемре акă пĕр урам тăршшĕ 1,5 çухрăм. Ирĕксĕрех ăна пайăн-пайăн çĕнетме тивет. Ял çыннисем хăйсем те укçа хушса çула хăвăртрах туса пĕтерме пулăшаççĕ. Ара, ирпе сĕт пама тухаканăн урамăн пĕр вĕçĕнчен теприне утса çитмелле вĕт. Çул хăйсенех кирлине ăнланни савăнтарать.
- Каçарăр сăмахăра пÿлнĕшĕн. Урамра е ялта пуçаруллă çын тупăнмасан ытларах чухне халăх пурпĕр хăнк та тумасть.
- Тĕрĕсех. Кивĕ Шелттемре чи малтанах Владимир Иванова тав тумалла. Пуçаруллисем, ялти хăтлăхшăн чунпа çунакансем таврара пур. Тĕслĕхрен, ФСБ тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Василий Кошкин пĕлтĕр Маякра часавай тума тытăнчĕ. Çĕнĕ Шелттемре Вячеслав Иванов пенсионер шыв пăрăхĕсен юсавлăхне лайăх сăнаса тăрать.
- Ял халăхĕ хулари пекех лайăххине хăвăрт хăнăхса çитрĕ. Кил-çуртра шыв пулмасан "кăравул" та кăшкăрать мар-и?
- Икĕ ялта шыв пăрăхĕсене эпир 2006 çултах тĕпрен улăштарнă. Патшалăх программине лекни пулăшнă. Паянхи куна ку тытăмра та пирĕн автоматика линийĕ ĕçлет. Шыв насусне перекетлĕ ĕçлеттерекен станцие туянма укçа-тенкĕпе каллех Николай Германович пулăшрĕ. Унчченхи шыв башнисем пирĕн тăрăхра усă курма юрăхсăртараххине ăнланса илчĕç. Шартлама сивĕсемсĕр регионсенче кăна вĕсене ĕçлеттерме аван. Çĕнĕ станципе пăрăхсем шăнас хăрушлăх çук. Кам та пулин шыв ăсма пырсан кăна насус ĕçлесе каять. Кивĕ, мăн башньăра çулла çапах та шыв тытатпăр. Вут-çулăм, пушар тухасран сыхланатпăр.
- Çакă та ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ.
- Пĕлтерĕшлине тĕпе хурса пушар сÿнтерекен машинăна 2004 çултанпа тытатпăр. Депора хĕлле – 2 ?ку вăхăтра ăна хутса ăшăтмалла%, çулла 1 çын ĕçлет. Çавăн пекех пирĕн 800 литр шыв кĕрекен ятарлă помпа пур. Вут-çулăм тухсан хамăр вăйпа ăна çийĕнчех сÿнтернĕ.
- Владимир Германович, ахăртнех, сирĕн тăрăхри ялсем те йышсăрланаççĕ е ватăлса пыраççĕ.
- 5 ялта 1264 çын пурăнать. Йыш çав тери чакнă тесе калаймастăп. Хам ĕçлеме пуçланă 2004 çулта та вăл 1300-е яхăнччĕ. Калăпăр, пĕлтĕр 10 ача çуралнă, çавăн чухлех çын çĕре кĕнĕ.
- Сирĕн тăрăхра вăйлă аталаннă ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем çук. Апла ял çыннисем ялта мар, е Канаш хулине, е инçете çÿресе пурнăç тытса пыраççĕ.
- Халĕ ял хуçалăхĕнче те ĕç майĕ улшăнать, аталаннă техника нумай çынна ĕçлеттермест. Паллах, ялта пĕр-пĕр предприяти пулсан вырăнти пурнăç тĕпрен улшăнĕ. Ачасем те çуралĕç, ялăн малашлăхĕ те пулĕ. Çемьере ача нумай пулни ял тăрăхне шиклентермест. Çуратчăр кăна, çурт лартма вырăн тупса паратпăр.
Ялта производство йĕркелеме хăй вăхăтĕнче Мускаври инвесторсемпе те калаçнăччĕ. Килсе пăхрĕç, анчах килĕшмерĕç. Предприятие хута ярсан специалистсене ăçта тупмалла терĕç. Инçетрен турттарма тăкаклă. Ял тăрăхĕ хула çывăхĕнче мар.
- Тен, ĕç вырăнĕ йĕркелессипе те Николай Германович пулăшма пултарĕ?
- Шухăшласа пăхăпăр.
- Владимир Германович, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чи малтанах кам вăл?
- Мал шухăшлă çын, урăхла каласан – оптимист. Эпир - ял пурнăçне йĕркелесе пыракансем. Ял çынни пурнăçа килĕнче тăватă кĕтесре те ирттерме пултарать. Килтен - ĕçе, ĕçрен киле çÿресех. Ĕмĕр вара иртет. Аса илмелли пулĕ-и? Аса илмелли пултăр тесех çынсене общество пурнăçне явăçтарма тăрăшатпăр. Эпир те тумасан кам пурнăçлĕ çак ĕçе?..
Ирина Никитина.