Çукран пур тусан

12 Чÿк, 2014

Çутă та пысăк цехра машинăсем пĕр евĕр кĕрлеççĕ. Çĕвĕçсен аллисем хăвăрт вылянаççĕ: пĕри тумтир çаннине çĕлет, тепри - çухавине... Куç умĕнчех татăк-кĕсĕкрен илемлĕ куртка пулса тăчĕ. Тавар купи ÿссех пырать. Кĕçех ăна чĕркемлесе вырăнти предприятисене, Мускава ăсатĕç.

Темиçе çул каялла кăна-ха Светлана Белоусова пайтаçа тухасса шухăшлама та пултарайман. Хусанти училищĕрен вĕренсе тухнă çамрăк хĕр тăван Вăрмар районне таврăнса вырăнти çĕвĕ фабрикине вырнаçнă, ăсталăха туптанă.

Машина умĕнче пуçа çĕклемесĕр тенĕн çĕлесе ларма тивни тивĕçтермен ăна. Пурнăçне, умри çулне улăштарас тĕллевпе çемье, ача-пăча пуррине пăхмасăрах Хусанти технологи институтĕнчен вĕренсе тухнă. Маттур хĕрарăм служба картлашкипе хăпарса пынă: çĕвĕç, контролер, технолог... генеральнăй директор. Туслă та çирĕп коллективра ĕç кал-кал шунă, тавар тусанланса выртман.

Лару-тăру улшăнман пулсан паянхи кун та пуçлăхăн çемçе пуканĕ çинчех ларнă пулĕччĕ-ши Белоусова? Предприяти хулăн кĕсьеллисен аллине куçсан хăнăхнă пурнăç чăл-пар арканнă. Ирĕксĕрех тепĕр ĕç вырăнĕ шырама тивнĕ. Чăн та, çĕнĕ хуçасем Светлана Белоусовăна директортах юлма сĕннĕ, анчах такамшăн тар тăкма килĕшмен вăл.

- Фабрикăна сутлăха тăратсан ăна туянас шухăш та пурччĕ. Шел, укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе илеймерĕмĕр, - терĕ Светлана Николаевна.

Çапах алăри пилĕк пÿрне пек пĕлсе çитнĕ ĕçрен те уйăрăлас килмен унăн. Мăшăрне, Вениамин Леонидовича, уйрăм предприяти уçассине пĕлтерсен лешĕ хирĕçлемен. Йывăр тапхăрта çывăх çынни алă тăсса пани хĕрарăма малалла хăюллăн утма çунат хушнă тейĕн. Ĕçчен çын çукран та пур тăвать тенĕ. Белоусовсем пÿлĕм тара илсе оборудовани, пусма-тавар туяннă. Район администрацийĕ бизнес йĕркелеме 250 пин тенкĕ грант уйăрни, Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрмарти хушма офисĕ кредитпа пулăшни çемьен ĕмĕтне çывхартма пулăшнă.

Ĕмĕт пурнăçа кĕрсе пыни, юратнă ĕç Светлана Николаевнăна йывăрлăха пăхмасăр малалла талпăнма хавхалантарнă. Унăн пуçарăвне фабрикăра пĕрле вăй хунисем ырласа йышăннă, çĕнĕ фирмăна хаваспах куçма килĕшнĕ.

Вăрмарти «Светлана» пĕрлешÿ хăй çулĕпе утма тытăннăранпа тăватă çул иртнĕ. Предприяти çак тапхăрта палăрмаллах вăй илсе çĕкленнĕ. Кĕске хушăра сарăлса ура çине çирĕп тăма пултарнă вăл. Унчченхи пек тăвăр пÿлĕмсенче те хĕсĕнсе лармаççĕ çĕвĕçсем. 2011 çулта Вăрмар мунчи пулнă çурта туянса тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, хушма çурт çĕкленĕ. Халĕ икĕ хутлă капмар çуртра ирĕклĕ, çутă, таса, ăшă. Паллах, ăна туянса йĕркене кĕртнĕ май каллех банка кивçене кĕнĕ.

Коллектив пысăкланнă. Унччен, пĕрлешĕве уçнă тапхăрта, 40 çын вăй хунă, халĕ - 70. Çывăх вăхăтра йыш тата хушăнмалла: тумтир пайĕсене касакан тепĕр цех хута каймалла. Малашне уйăхне 12 пин япала çĕлеме пуçламалла ?халĕ - 10 пин%. Фирма районти мĕнпур предприятие ĕç тумĕпе тивĕçтерсе тăрать. Шупашкартан та килеççĕ туянма. Мускавпа, Хусанпа ĕçлĕ çыхăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Светлана Николаевна каланă тăрăх - Мускавсемпе фабрикăра ĕçленĕ чухнех çыхăну çирĕпленнĕ. Мускаври «Восток-Сервис» компани хăйĕн фабрикисене хупсан та Вăрмарсемпе çыхăнăва татман. Вĕсен таварне паян та хапăлласах йышăнаççĕ, заказсем параççĕ.

Пĕрлешĕвĕн республикăра филиалсем пур: Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Элĕк, Краснормейски районĕсенче. Хăшне-пĕрне Белоусовсем уçнă, теприсем пулăшу ыйтса килнĕ. Унччен тĕллĕн ĕçленĕскерсем заказсăр юлсан хупăнас патнех çитнĕ.

- Çурт-йĕр, опытлă çĕвĕçсем, оборудовани пур, анчах заказ çук. Эпир каснă хатĕрсемпе тивĕçтеретпĕр, вĕсем - таварпа. Нумаях пулмасть Патăрьел, Тăвай районĕсенчен те çитрĕç - пирĕнпе çыхăнса ĕçлесшĕн. Предприяти сарăлнă май вĕсем валли те ĕç тупăнĕ, - палăртрĕ Светлана Николаевна. - Пĕчĕк цехсенче йыш пысăк мар, вуншар çын кăна. Кун пек филиалсем ял хĕрарăмĕсемшĕн уйрăмах аван - вĕсене ĕç тупса вырнаçма çăмăл мар, арçынсем пек кил пăрахса аякка тухса каяймаççĕ. Çĕвĕçсене ялсенчен Вăрмара кашни кун турттарма тăкаклă. Машина эрнере пĕр хут филиалсене касса хатĕрленĕ пусмасем çитерсе парать, сутлăх тавара илсе тухать. Капла пирĕншĕн те меллĕ. Шалу ĕçленĕ тăрăх тÿлетпĕр, кÿренмелле мар.

Çамрăксене ĕçе хаваспах йышăнаççĕ, опыт çук тесе тиркешсе тăмаççĕ, вырăнтах вĕрентсе хатĕрлеççĕ.

Предприятие курса çÿренĕ май илемлĕ чĕркемсем асăрхарăмăр. Нумаях пулмасть кунта вырăн таврашĕ çĕлеме пуçланă иккен. Хатĕр тавар Хусана каять, пусмине те унтанах кÿрсе килеççĕ, заказсем йышăнаççĕ. Вырăн таврашне Вăрмарсем те хапăлласа туянаççĕ. Хакĕ, пахалăхĕ тивĕçтерет вĕсене. Çавна май Белоусовсем çывăх вăхăтра предприятипе юнашарах лавкка уçасшăн.

- Мĕнлерех вăл, бизнеса уçса тытса пырасси? - ыйтатăп Светлана Николаевнăран.

- Çăмăл мар. Эпир совет тапхăрĕнче çитĕннĕ çынсем яланах саккуна пăхăнса ĕçлеме хăнăхнă. Пирĕн ĕç-хĕл йăлтах уçăмлă, курăмлă, - хуравларĕ вăл.

Шалăва вăхăтра пани, тÿлевсемпе çийĕнчех татăлса пыни, - пĕр сăмахпа каласан, алă тупанĕ çинчи пек пулни ура та хурать-мĕн пурнăçра: тĕрĕслевçĕсем час-часах çаврăнса çитеççĕ фабрикăна. Çав хушăрах Вăрмар тăрăхĕнче вăрттăн çĕвĕ цехĕсене аса илекен те çук. Пайтаçăсем ялсенче пушă ларакан пурăнмалли çуртсенче çĕвĕ цехĕсем уçни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Документсенче кăтартман пирки вĕсене тĕрĕслекен çук, налук та тÿлемеççĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенскерсем пысăк предприятисемпе тупăшăва кĕреймеççĕ-ха, анчах ирĕклĕн сывлама та кансĕрлеççĕ. Вĕсен те тавара вырнаçтармалла-çке.

- Мăшăрăм йывăр вăхăтра пулăшса пынипе çеç бизнеса йĕркелесе яма пултартăм. Паян та пĕрлех вăй хуратпăр. Унăн хăйĕн бизнесĕ, предприяти-организацие, çынсене транспорт çăмăллăхĕ парать. Фабрикăна та вăлах транспортпа тивĕçтерет: пусма таврашĕ илсе килет, хатĕр таварсем турттарать, - терĕ Светлана Белоусова. - Вениамин Леонидовичпа 30 çул пĕрле утатпăр. Хĕрпе ывăл çитĕнсе тухса кайнă хыççăн вăхăта виççĕмĕш ачапа - фабрикăпа - ирттеретпĕр. Вăй-хал, укçа-тенкĕ ăна ура çине çирĕп тăратмах тухса каять.

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.