Чиркÿре ватăсем 666 номер çинчен калаçаççĕ. Эпĕ те çав хута икĕ штук илтĕм. Унта хăрушă сăмахсем çырнă. «Халех заявлени çырса почтăпа ярса парăр», - тесе вĕçленĕ.
ЧР прокуратури право хуралĕн, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ноябрĕн 17-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 17-мĕшĕччен "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер!" акци йĕркелет. Тĕллев - наркотиксен кăна мар, психоактивлă мĕнпур хутăшăн, çав шутра туртмалли хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси.
Ноябрĕн 17-мĕшĕнче «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!» акци пуçланать. Кăçалхи кĕркунне Раççейре çынсем психоактивлă çĕнĕ йышши туртмалли хутăшпа, MDMB (N)BZ-F формулăллăскерпе, наркăмăшланнин 800 ытла тĕслĕхне шута илнĕ.