666 хăрушa-и?
Чиркÿре ватăсем 666 номер çинчен калаçаççĕ. Эпĕ те çав хута икĕ штук илтĕм. Унта хăрушă сăмахсем çырнă. «Халех заявлени çырса почтăпа ярса парăр», - тесе вĕçленĕ.
Елена ПЕТРОВА.
Канаш районĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăр Петрова. Ку ĕç-пуç ИНН числисемпе çыхăннăскер пулас. /Çыруран ăнлансах çитерме йывăр/. Пĕр вăхăт, çынсене кашнине ятарлă номерпе /ИНН/ тивĕçтерме пуçланă тапхăрта халăх хушшинче ăнланусăр пăлхану çуралнă теççĕ. Каярах 666 числона ИННран кăларнă, анчах пăлхану халăха çаплипех арпаштарать иккен.
Вулаканăмăрсем, православишĕн, ытти конфессири чăн Турра ĕненекенсемшĕн 666 число ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмасть, йĕркери шут хисепĕ çеç. Унта нимĕнле асамлăх та, усаллăх та çук.
Çак хута хăвăрăн священника кăтартма сĕнетпĕр, вăл сирĕн хăшпĕр ыйтăвăрсене уçăмлатса парĕ.
Архимандрит Иоанн /крестьянин/ ИННăн 666 числи пирки çырнă сыпăка илсе кăтартас килет,
«Кам каллех, Çăлавçă вăхăтĕнчи пекех, Унăн патне ултавлă ыйтупа пырать, Санăн шухăшупа мĕнле. Кесаре куланай памалла-и е çук. /Мф 22,17/.
Вара ыйту паракансем Унăн тĕрĕс хуравĕпе вĕчĕрхенсе Унран вăхăтлăх хăпнă. Ăна хирĕç тата каварлашас тапхăрччен.
Халичченех Чиркÿ çак ИНН пăтăрмахĕпе çыхăннă ĕç-пуçа ăнлантарас тесе нимех те туман. Вăл çаплипех Чиркÿ картинчех, ĕненекенсен хушшинчех пăлхану хускатать. Чăннипе вара пăлханăва Турă тăшманĕ йĕркелесе пырать. Пирĕн çăлăнăçа хирĕç вăй».
Акă каллех Çăлавçăна кавар хатĕрлеççĕ. Эпир вара 666 числона сăлтавсăрах сивлесе усал вăйсене ирĕк памастпăр-и?