Комментари хушас

Беларуç Республикинче октябрь уйăхĕн 4-13-мĕшĕсенче ку тăрăхра пурăнакан чăвашсен историпе культурине тĕпчес тĕллевпе йĕркеленĕ пĕрремĕш этнокультура экспедицийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Беларуç ăсчахĕсем - истори наукисен докторĕсем С.Пивоварчик, А.Нечухрин, С.Ходин профессорсем, С.Силова, К.Козак доцентсем, Беларуç патшалăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕн музейĕн директорĕ Н.Скобелев, Гродно хулинчи 35-мĕш шкулти музей директорĕ Р.Прохорова хутшăннă. Ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ Владимир Васильев ертсе пынă. Эпир унпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Владимир Александрович, мĕнле тĕллеве тĕпе хурса йĕркелерĕр экспедицие?

- Программăра - тĕпчев тата культура ĕçĕ-хĕлĕ. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, Беларуç Республикинче фашистсене тĕп тума хутшăннă çынсем пирки документсем пухасси, чăваш тата беларуç халăхĕсен хутшăнăвĕсене тĕпчесси, хальхи чăвашсен пурнăçĕпе паллашасси, историн тата культурăн пĕлтерĕшлĕ вырăнĕсене çитсе курасси тĕп вырăнта пулчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăр ентешсем çинчен Беларуç патшалăх музейĕнче тата Гродно хулинчи 35-мĕш шкулти "Ас тăвăм упрать" музейре пуян материал упранать.

- Беларуç Республикинче хальхи вăхăтра чăвашсем йышлă пурăнаççĕ-и?

- Нумай нациллĕ патшалăх вăл, 130 ытла халăх çынни пурăнать унта. Пысăк пайĕ, паллах, белоруссем. Чăвашсем ытти халăх тата этнос ушкăнĕсен йышĕнче 14-мĕш вырăнта тăраççĕ. Наци хăйне евĕрлĕхне упраса хăварма, халăхсен культурине пуянлатма Беларуç чăвашĕсен пĕрлĕхĕ "Атăл" нумай пулăшать. 375 çынна пĕрлештерет вăл.

Чăвашсем Минск, Гомель, Гродно хулисенче йышлă пурăнаççĕ. Вĕсем ку çĕршыва иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче промышленноç тата энергетика предприятийĕсене тума нумайăн килнĕ. Чылайăшĕ каялла кайман, кунтах юлнă.

- Экспедици вăхăтĕнче мĕнле ĕçсем пурнăçласа ĕлкĕртĕр?

- Авалхи Гродно хулинче /2009 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче Шупашкаршăн тăванла хула пулса тăнă вăл/ курни-илтни чăваш тата Беларуç халăхĕсен пурнăçĕ, историйĕ, культури, йăли-йĕрки çинчен тĕплĕнрех пĕлме май пачĕ. Хальхи вăхăтра хулара 353 пин çын, çав шутран 200 ытла чăваш, пурăнать. Гродно чăвашĕсем пĕрлĕх йĕркеленĕ. Ăна Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕ В.Силов ертсе пырать.

Гроднăри йăхташăмăрсен курăмлă ĕçĕсенчен пĕри - 35-мĕш шкулта музей йĕркелени. Стендсем 1941-1944 çулсенче фашистсемпе вăрттăн кĕрешни çинчен тĕплĕн каласа параççĕ. Экспозицире "Коля пичче ушкăнĕ" çинчен пухнă материалсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Подпольщиксен ушкăнне вăрçă пуçлансанах Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ Николай Алексеевич Волков йĕркеленĕ. 1942 çулхи февральте мăшăрĕпе иккĕшне тата юлташĕсене фашистсем персе пăрахнă. Хальхи вăхăтра ывăлĕ Георгий - Шупашкарта, хĕрĕ Нина Етĕрне районĕнче пурăнаççĕ.

Хула ĕçтăвкомĕнче Н.Волкова "Гродно хулин Хисеплĕ гражданинĕ" ят парас ыйтăва хускатрăмăр. Ĕçтăвком председателĕн çумĕ З.Кулеш Гродно хулинчи чăваш диаспорин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕ каласа кăтартрĕ, йăхташăмăрсем Пĕтĕм Беларуçри наци культурисен фестивальне хастар хутшăннине палăртрĕ. "Хамăр ял" фольклор ушкăнĕ ун чухне чăваш юррисене юрласа тĕлĕнтернĕ. Халăха шăрттанпа, какай шÿрпипе, хуплупа, юн тултармăшĕпе, кавăн икерчипе сăйланă.

Беларуç Республикинче культурăра, ăслăлăхра, вĕрентÿре, экономикăра пысăк çитĕнÿ тунă ентешсем чылай. Вĕсен йышĕнче - паллă çар пуçĕ, çар наукисен кандидачĕ Ю.Портнов генерал-майор, В.Очайкин художник тата архитектор, Д.Михлеев кинорежиссер тата писатель, ыттисем. Кино çуртĕнче Д.Михлеевăн "Ось земли" кĕнекин презентацийĕнче пултăмăр.

- Беларуçпа Чăваш Енĕн туслă хутшăнăвĕсем çакăнпа кăна вĕçленмĕç ĕнтĕ...

- Паллах. Экспедици вăхăтĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Беларуç патшалăх /Минск/ тата Я.Купала ячĕллĕ Гродно патшалăх университечĕсен историкĕсем малалла ĕçлеме калаçса татăлнă. Пĕрремĕш утăм тунă та ĕнтĕ: икĕ республика ăсчахĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин халĕччен паллă пулман саманчĕсем çинчен каласа кăтартакан статьясен пуххине хатĕрлеме пуçланă.

Чăваш Енри çамрăксен организацийĕсемшĕн С.Пивоварчик профессорăн сĕнĕвĕ кăсăклă пулассăн туйăнать. Вăл Гродно тата Шупашкар хулисенчи студентсене фашистсем чи малтан пырса кĕнĕ вырăнсене кăтартасшăн. Тĕслĕхрен, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшне пĕрремĕш çапăçу пулнă заставăра кĕтсе илме пулать. Унтан çамрăксене заставăн, йытăсен, лаша патрулĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарĕç. Çавăн пекех палаткăсенче çĕр каçма, кăвайт чĕртме, хирте апатланма, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма, пултарулăха кăтартма май пулĕ.

Тĕпчев проекчĕсем, икĕ çĕршыв ăсчахĕсен программисемпе мероприятийĕсем т.ыт.те наци хутшăнăвĕсене çирĕплетме, аталантарма пулăшĕç.

И.СЕРГЕЕВА

калаçнă

И.СЕРГЕЕВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.