Вĕренме нихăçан та кая мар

8 Чÿк, 2014

Ăслă çынсем темĕн те пĕлеççĕ, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелесе пурнăçа ăнтараççĕ, сум çумне сум хушаççĕ, йывăрлăхра пулăшма вăй çитереççĕ. Этем çакна мĕн авалтан асра тытать, кунран-кун ытларах пĕлме тăрăшать, ятарлă литература, хаçат-журнал вулать, юлашки вăхăтра вара Интернет уçлăхне çул хывать.

Вĕренÿ тата пĕлÿ енчен ваттисен сăмахĕ иксĕлми пуян, «Пĕлни çăкăр ыйтмасть, хăвнах кирлĕ пулĕ», «Çĕр çул пурăн, çĕр çул вĕрен», «Пĕлÿ кутамкка мар, хулпуççинчен уртăнмасть».

Ку чухнехи кăткăс пурнăçра ĕç шыраса хăшкăлакансемшĕн çак сăмахсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ĕç рынокĕнче ыттисемпе тупăшса ăнăçтарма пултарас тесен темиçе профессие алла илмелле. Хăшĕсем Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе çапла тăваççĕ те, пĕлĕве вĕçĕмрен тарăнлатаççĕ, хушма специальноç туянаççĕ.

Центр ĕçсĕр çынсене, пепки 3 çула çитиччен пăхакан амăшĕсене, пенсие тухнă, анчах ĕçлеме кăмăлĕ пуррисене кăçал Шупашкар, Канаш хулисенчи вĕренÿ заведенийĕсене направленипе çĕнĕ пĕлÿ илме янă. Ĕç рынокĕ кĕтекен профессисене, килĕшÿ тусах вырăнпа тивĕçтерессине шута илнĕ паллах.

Производствăра тар тăкма кăмăл пуррисене центр хăйĕн стенчĕсем, буклечĕсем, сайчĕ, видео тата вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсах тăрать.

2014 çулхи 10 уйăхра 175 ĕçсĕр çын хăйсене сĕннĕ 22 профессирен пĕрне суйласа вĕреннĕ. Ытларахăшĕ уйрăм çын хуралçи, «В», «Д» категори водителĕ, сутуçă, повар, котельнăй операторĕ, электрогазосварщик специальноçĕсене кăмăлланă, 80 проценчĕ рабочи пулса тăнă. Професси вĕрентĕвĕн тухăçлăхĕ 103,5: танлашнă, мĕнпурĕ 2092,15 пин тенкĕпе усă курнă. Хушма пĕлÿ илнĕ 162 çынран 148-шĕ /85:/ ĕçе вырнаçнă.

Ачи 3 çул тултариччен килте ларакан çамрăк хĕрарăмсене центр РФ 2013 çулхи июль уйăхĕн 2-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» Раççей Федерацийĕн саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» Саккунĕн 23 статйипе килĕшÿллĕн çĕнĕ специальноç илмешкĕн направлени парать. Вĕсене тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе çитерсен ЧР бюджет шучĕпе вĕрентеççĕ. Кăçал çакнашкал майпа 36 амăшĕ усă курнă, 31-шне ĕçе йышăннă. Республика бюджетĕнчен 334,7 пин тенкĕ куçнă.

Тивĕçлĕ канăва тухнисенчен кăçал 7-шĕ /4-шĕ - Канаш хулинчен, 3-шĕ - районтан/ ятарлă курссенче вĕреннĕ, 6-шĕ ĕçе вырнаçнă. ЧР бюджетĕнчен 49,1 пин тенкĕ тăкакланнă.

Надежда ПЕТРОВА,

Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн профориентаци тата профвĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ.

В. ГРИГОРЬЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.