Комментари хушас

8 Чÿк, 2014

Хамăрлăха çухатас марччĕ

Пурăннă пулсан Чăваш Енĕн паллă ывăлĕ, халăх педагогикин никĕслевçи, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Волков академик октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче 87 çул тултармаллаччĕ. Шел, çак куна пурăнса çитеймерĕ ентешĕмĕр. Хăй ялăнлăхах уйрăлса кайрĕ пулсан та ĕçĕсем ĕмĕрлĕхех юлчĕç.

Кирек ăçта - Чăваш Енре е Германире, Калмăкра е Тывара, Кăркăсстанра е ытти вырăнта - лекци вуланă, çамрăк ăрупа тĕл пулнă - яланах халăхсен хушшинчи килĕшĕве, хутшăнусене, туслăха çирĕплетме чĕннĕ, майсем шыранă. Хăйĕн хыççăн пултаруллă çынсен ушкăнне хăварнă. Дмитрий Лихачев ăна Никита Бичурин, Иван Яковлев ĕçĕсене малалла тăсаканĕ тесе хакланă.

Геннадий Волковăн вĕренекенĕсенчен пĕри - Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, директор заместителĕ Анисия Игнатьева - пуçарнипе кунта иккĕмĕш хут семинар иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - тăван чĕлхене пĕлÿ парас ĕçре педагогсене этнопедагогика, этнокультура хатĕрĕсемпе усă курма хавхалантарасси.

Семинара хула шкулĕсенчи чăваш чĕлхи учителĕсем, Геннадий Волков вĕренекенĕсем - Владимир Иванов профессор, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Кронид Петров, Константин Портнов, çавăн пекех академик ятне упраса хăварас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлекен Лидия Филиппова журналист /"Республика" хаçатăн директорĕ-редакторĕ/ хутшăнчĕç.

Палăртса хăварар, Лидия Ивановна иртнĕ çул Геннадий Никандрович пирки "Пророк земли чувашской" кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Асăннă кăларăм академик ятне асра тытса ĕçлекенсене, ун тĕллевĕсене малалла тăсакансене, этнопедагогика материалĕсемпе вĕрентÿре анлăн усă куракан педагогсене хавхалантаракан парне пулчĕ. Камсем тивĕçрĕç-ха ăна.

Шупашкарти 48-мĕш тата 17-мĕш шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Надежда Красновăпа Надежда Баталина "Геннадий Волковăн чĕрĕ опычĕн асамлă пĕрчисем" тата Шупашкарти 19-мĕш шкулти Роза Мазиковăпа Любовь Кудрявцева "Геннадий Волков идейисем - вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсенче" презентацисем ирттерчĕç. 62-мĕш шкулти Людмила Николаевăпа Нина Егорова урокра ирттерекен ĕçсемпе кăна çырлахмаççĕ. Кунта тăваттăмĕш хут ĕнтĕ "Хавхалану" фестиваль йĕркеленĕ. Унта районсенчен те хутшăнакансем пулнă. Ĕçе пĕтĕмлетсе "Хавхалану" альманах кăларнă. Семинарта вĕрентÿçĕсем хăйсен ĕçĕсен презентацине ирттерчĕç. Илья Клочков фотожурналистăн "Геннадий Волков - сăнÿкерчĕксенче" куравĕпе паллашма та питĕ кăмăллă пулчĕ.

Владимир Иванов профессор аса илĕвĕсем те кăмăла çĕклерĕç, академикăн кун-çулĕпе çывăхланма пулăшрĕç. 12-мĕш шкулти 8-мĕш класри Елена Николаева этнопедагогăн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, асăннă класра вĕренекенсемех Г.Волковăн "Аннеçĕм, анне..." сăввине вуласа тĕнчери чи çывăх çыннăмăрсене упрама кирлине тепĕр хут аса илтерчĕç.

Сăмах илекен чылайăн пулчĕ. Вĕсен калаçăвĕнчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм, пирĕн инкек - хамăрлăха маннинче. Ентешĕмĕрĕн сăмахĕсене, вĕрентĕвне тĕпе хурса тăвалла пулсан та, малаллах ăнтăлмалла. Çапла тума тата мĕн çитмест. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен шухăшĕпе - 9-мĕш классен вĕренÿ программине Волков произведенийĕсене кĕртмелле, республикăра ентешĕмĕрĕн музейĕ, палăкĕ пулмаллах.

Надежда СМИРНОВА.

Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.