Новости по теме

14 Ака, 2015

Пĕчĕк бизнеса малашне те пулăшĕç

Апрелĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах вăл хăй РФ Патшалăх Канашĕн Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ эрне пуçламăшĕнче Кремльте ирттернĕ ларăвне хутшăнни çинчен каласа панă. Унта предпринимательлĕх аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - çĕршыв ертÿçи çак ыйтусене татса панине çĕршыв экономикин çирĕплĕхне тивĕçтерекен тĕп ĕçсенчен пĕри тесе хаклать.

14 Ака, 2015

Леш касри Ваçук çуртне юсама мĕншĕн манран укçа ыйтаççĕ?

Нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕ валли халăхран укçа пухма йышăнса влаçсем шахматра «пат» текен терминпа хаклакан йышши лару-тăрăва лекессе кĕтмен те пуль. Лекрĕç вĕт, лекмеллипех лекрĕç.

14 Ака, 2015

«Çĕнтерÿ пирне» хатĕрлеççĕ

Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ Раççейри хĕрарăмсен союзĕн «Астăвăм хумĕ» акцине хастар хутшăнать. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асра тытас, çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тĕллевпе йĕркеленĕ.

14 Ака, 2015

Пĕрлехи вăйпа туптаннă Çĕнтерÿ

Аслă Çĕнтерÿ тĕлне Чăваш кĕнеке издательстви Мĕтри Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» романне çĕнĕрен пичетлесе кăларнă.

Пĕрремĕш кĕнеки 2014 çулта тухнăччĕ, иккĕмĕш пайĕ çак кунсенче кун çути курчĕ.

14 Ака, 2015

Ыррине çул парсан - пĕтместпĕрех!

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем вăл е ку тăрăхра пурăнакансемпе тĕл пулма пысăк ушкăнпа каясси йăлана кĕчĕ. Черетлĕ çулçÿреве тухма шухăш тĕвĕленчĕ те - Комсомольски тăрăхне çитсе килтĕмĕр.

13 Ака, 2015

Президента айăплаççĕ

Сăмах - Чăваш Республикинчи потребительсен общество учрежденийĕн президенчĕ пирки. Ун тĕлĕшпе Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пĕрремĕш пайĕ харăсах 23 уголовлă ĕç пуçарнă.

Pages