Уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă

15 Ака, 2015

Нумаях пулмасть Патăрьел районĕнчи Аслă Чеменри хăрушă инкек ял çыннисемшĕн уяр çанталăкра аслати кĕмсĕртетнĕнех туйăннă. Унта 15 çулти хĕрĕн кун-çулĕ тискеррĕн татăлнă. Пурнăç çулĕ уншăн ытла та кĕске пулнă. Кам айăплă хăрушă инкекшĕн? Преступник хура йĕрне тĕплĕ пытарнă пулин те ăна право органĕ хăвăрт шыраса тупнă. Уй - куçлă, вăрман – хăлхаллă тесе ахальтен каламан çав. Çын пурнăçне вăхăтсăр татаканĕ те çамрăк-мĕн, 19 çулти каччă. Вăл та ку тăрăхранах, Шăнкăртамран.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - каччăпа хĕр ятлаçса кайнă. Тарăхса кайнă йĕкĕт çул çитмен хĕре çĕçĕпе чиксе пĕтернĕ. Йывăр сурансене пула лешĕ çавăнтах вилнĕ. Унтан хăйне явап тыттарасран хăраса хĕр виллине Аслă Чемен çывăхĕнчи вăрманлăхра пытарма шутланă. Преступник хĕрсех хĕр ÿтне сĕтĕрнĕ вăхăтра çывăхри çулпа машина иртсе кайнă. Ирсĕр çын унран пытаннă пулин те водитель ăна асăрхаса юлнах, çийĕнчех право органне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çамрăка инçе тарма паман, капкăна çаклатнă. Унăн килĕнче ухтарнă хыççăн хĕрĕн япалисене тупнă. Хăрушă ĕçе уçса пама суд экспертизи ирттереççĕ.

Халăх çăварĕ хапха мар – уçса хупаймăн тенĕ. Сас-хура тăрăх вара хайхи хĕрпе каччă пĕрле çÿренĕ имĕш. Чысне вараланă йĕкĕтрен пысăк укçа ыйтнă-мĕн. Тĕрĕслĕхе тĕпчев кăна уçса парĕ.

Рубрика: