Санкци ыйтăвĕ тавра

15 Ака, 2015

РФ правительстви Евроканашăн хăш-пĕр çĕршывĕнчен апат-çимĕç турттарма чарнă йышăнăва пăрахăçлама пултарать.

"Санкци палăртнă çĕршывсен списокне РФ Президенчĕ çирĕплетнĕ. Раççей хăш-пĕр çĕршывпа мĕнле çыхăнура пулнине кура вĕсене списокран кăларма правительствăн сĕнÿ пулма та пултарать", - палăртнă Раççей ялхуçалăх министрĕ Греци тĕлĕшпе санкцие пăрахăçласси пирки панă ыйтăва хуравласа.

Санкцие пăрахăçлассипе уйрăм çĕршывсем тунă пуçарусене правительствăра чăннипех сÿтсе явнине пĕлтерет ТАСС. Ку çĕршывсен шутĕнче Греци, Венгри, Кипр пулнине асăннă министр. Анчах санкцие паян-ыранах пăрахăçласси çинчен сăмах пыманнине палăртнă. Асăннă çĕршыв ертÿçисемпе ку ыйтăва сÿтсе явма, тишкерме пулĕ тенĕ.

Раççей Грецирен ялхуçалăх чĕртаварĕ турттарма чарни унти экономикăна питех те вăйлă витĕм кÿнĕ, тăкаклантарнă. Мартăн 1-мĕшĕнче Афин хули Раççее Грецире туса илекен çĕр çырлине, апельсинсемпе персиксене турттарма чарнине пăрахăçлама ыйтнă. Çакна РФ ветеринарипе фитосанитари службин пуçлăхне пулăшакан Алексей Алексеенко Греци ялхуçалăх министрĕн çумĕпе тĕл пулнă хыççăн пĕлтернĕ. Асăннă çĕршыва ытларах персик тухăçĕ сая кайни пăшăрхантарать-мĕн, мĕншĕн тесен çак çимĕçе шăпах Раççее ăсатма пăхса çитĕнтернĕ. Çавăн пекех Афин хули çĕр çырлине, кивипе апельсина турттарма чарнине те пăрахăçлама ыйтать.

Рубрика: