Новости по теме

9 Ака, 2015

Аслă çул çинчи «мулкач»

Шупашкарти Мир проспектĕнчи автовокзалта патруль экипажĕ патне çулланнă арçын пынă. Такси водителĕ иккен - Ульяновск облаçĕнчен. 70 çултискер хăйне вăл Мускавран илсе килнĕ паллă мар арçын çаратни çинчен пĕлтернĕ.

9 Ака, 2015

Аварире полицейски вилнĕ

Красноармейски районĕн сучĕ ЧР Юстици министерствин миравай судьясен ĕç-хĕлне тивĕçтерекен пайĕн информаци тивĕçтерĕвĕн секторĕн заведующийĕнче ĕçленĕ 26 çулти Александр Иванов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Ăна çул-йĕр правилисене пăснă май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿнĕшĕн айăпласа 2 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă.

9 Ака, 2015

Кунашкал ĕçтешпе разведкăна каймăттăм

Канашри предприятисенчен пĕринче ĕçлекен 40 çулти арçын нумаях пулмасть хăйĕн банк карточкине çухатнă. Конверта чикнĕскер унăн çиелти тумтирĕн кĕсйинче пулнă. Пĕрлех - пин код та.

Арçын тÿрех банка васканă. Унта вара кăмăлсăр хыпар пĕлтернĕ: такам банк карточкин шучĕ çинчен 25 пин тенкĕ ытла илме те ĕлкĕрнĕ иккен. Канаш полицийĕн уголовлă шырав сотрудникĕсенчен пулăшу ыйтма тивнĕ. Оперативниксем карточка хуçипе пĕрле банкоматсен çывăхĕнчи видеокамерăсен ÿкерĕвĕпе паллашнă. Кĕçех банкоматран укçа илекенсенчен пĕрне палласа илнĕ - çухату тÿснĕ арçыннăн ĕçтешĕ!

9 Ака, 2015

Суд залĕнче - шкул ачисем

Çук, шкул ачисем суд тенкелĕ çине ларнă тесе хăраса ан ÿкĕр. Вĕсем кунта суд ĕçĕпе паллашма килнĕ.

Шупашкар районĕн судĕнче Р.Кудряшова судья председатель пулса ертсе пынипе уголовлă ĕçпе суд ларăвĕ иртрĕ, итлекенсен ретĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренекен яшсемпе хĕрсем те пулчĕç. Çакна шкул ачисен право воспитанийĕн программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Суд процесĕ вĕçленсен çамрăксем хăйнеевĕрлĕ вăййа хутшăнчĕç. Судья, прокурор, хÿтĕлевçĕ, суд процесне хутшăнакан ытти çын ролĕсенче пулчĕç.

9 Ака, 2015

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с Чрезвычайным и Полномочным Послом Российской Федерации в Республике Беларусь Александром Суриковым

8 апреля Глава Чувашии Михаил Игнатьев в ходе рабочего визита в Республику Беларусь встретился с Чрезвычайным и Полномочным Послом Российской Федерации в Республике Беларусь Александром Суриковым.

Pages