Салтакра пулччăр, тивĕçе чыслăн пурнăçлаччăр

14 Ака, 2015

2015 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме каймалли çуркуннехи тапхăр пуçланчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн черетлĕ призыв июнь уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлĕ. Мĕнле пырать черетлĕ кампани республикăри кăнтăр районĕсенче, пулас салтаксене еплерех çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ - çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса пирĕн штатра тăман корреспондент Альбина Егорова Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕпе Павел Васюковпа тĕл пулнă.

- Саманине, тĕнчери лару-тăрăва кура çар служби улшăнсах тăнă. Патша влаçĕ вăхăтĕнче мăн асаттесем 25-шер çул хĕсметре пулнă. Кĕреçе сухаллансах таврăннă килĕсене. Астăватпăр-ха: темиçе çул каялла çеç çамрăксем салтак аттине икĕ çуллăха тăхăнатчĕç. Ку саккуна та улшăну кĕртрĕç - паян Конституци тивĕçне пурнăçлакансем вуникĕ уйăх çеç тăван-пĕтенрен аякра пулаççĕ.

- Чăн малтанах, акă, мĕн палăртса хăвармалла: салтак ячĕ - яланах хисеплĕ пулнă. Çурхи призывра Раççейре пурăнакан 154 пин çамрăк çар тумĕ тăхăнĕ. Чăваш Енрен - 1700 ытларах, Патăрьелĕнчен вара 65 çамрăка ваттисен пиллĕхĕпе сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма ырă сунĕç. Призывниксен ушкăнĕнче - 18-27 çулсенчи яшсем.

Салтак атти - тарлă та, йывăр та. Хальхи вăхăтра çамрăксем хăйсен кăмăлĕпех, ырă туйăмпах çар комиссариатне килни - паха, пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн витĕмĕ ÿсни те туйăнать. Çакна палăртма кăмăллă: çар службинчен пăрăнса çÿрекенсен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Паянхи куна районĕпе ун пеккисем çирĕме яхăн.

- Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 328 статйипе килĕшÿллĕн кăçал суд сакки çине ларнисем пур-и?

- Салтака каясран тарса çÿренĕшĕн Патăрьел районĕнче икĕ, Шăмăршăра пĕр çынна айăпланă, 200-шер пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. Çамрăксен пĕлмелле, çакă малашне çара каяссинчен хăтармасть, гражданинăн хăйĕн тивĕçне пурнăçласах пулать.

- Павел Георгиевич, çемьере арçын ача çуралсанах ваттисем салтака юрăхлă пултăр теççĕ. Хĕрсем пирки вара урăхла пил панине илтнĕ, анчах çар тумне тăхăнмаллине мар...

- Чăнах та, ку чухне Раççей çар ретне тăракансен хушшинче чиперккесем те самаях. Пысăк чунлă, çирĕп кăмăллă, иксĕлми вăй-халлисем пирĕн енче те пурри савăнтарать. Пĕлтĕр тивĕçе пурнăçлама тĕрлĕ çар чаçне 34-ăн кайнă. Вĕсен хушшинче икĕ хĕр пур. Унсăр пуçне çар училищисене те вĕренме кĕреççĕ.

- Çурхи призывра ят тухнисен малтанхи ушкăнне те кĕçех чыслăн та хисеплĕн ăсатĕç. Çапах та малтанхи çулхипе танлаштарсан строя тăракан салтаксене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ?

- Хальхи призывра аслă пĕлÿллĕ каччăсем пуçласа хăйсен служба вăхăтне суйлама пултараççĕ: пĕр çул е иккĕ? Ку вара, акă, мĕнрен килет: вăхăтлă хĕсмете каяс текен салтак пăттине çулталăк çийĕ, контрактпа пулсан - икĕ çул.

- Павел Георгиевич, тавах калаçушăн. Пирĕн тăрăхран Раççей çарĕн тĕрлĕ чаçне службăна каякан салтаксем сире ырă хыпарпа, пысăк çитĕнÿпе çеç савăнтарччăр, тăван ене пысăк хавхаланупа тата нумай-нумай Тав хучĕпе таврăнччăр. Урăхла каласан, кăнтăр енчи чывашсен ятне ан яччăр.

- Тавах, çаплах пултăр!

 

 Альбина Егорова

калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: