Ветеран яланах стройра!
14 Apr, 2015

2-мĕш колони офицерĕсен хушшинче çак çын уйрăларах тăрать. Валентин Глебов отставкăри полковник кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсем, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсем илем кÿреççĕ. Çулталăкра темиçе хутчен ветеран уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăм ĕçченĕсемпе пĕрле строя тăрать.

Валентин Глебов кĕçĕн лейтенантшăн вăрçă 1942 çулхи ноябрьте Калинин фронтĕнче пуçланнă. Ун чухне çамрăк разведчик тăшман тылĕнчи операцисене хутшăннă. 1943 çулхи октябрьте аманса сипленнĕ хыççăн В.Глебова саперсен бригадине янă. Унăн взводĕнчи саперсем Смоленск çывăхĕнчи хирсене минăсенчен тасатнă. «Сапер пĕр хутчен йăнăшать» каларăшăн чăнлăхне Валентин Сергеевич хăй куçĕпе темиçе те курнă. Алăрах сирпĕннĕ мина сахал мар салтак пурнăçне татнă.

Разведкăра службăра тăрса пысăк опыт пухнă В.Глебов аван ăнланнă: операци ăнасси разведчиксенчен нумай килет. Çавăнпах саперсен командирĕ разведчиксемпе пĕрле кайнă заданисене пысăк яваплăха туйса пурнăçланă.

Ветеран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи чылай пулăма лайăх астăвать. «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ чухнехи операцие вара нихăçан та манас çук. 1943 çул вĕçĕнче В.Глебов аслă лейтенант ертсе пыракан саперсем пĕр каçра виçĕ хутчен хире минăран тасатнă, хăйсем те тăшман йĕплĕ пралук карнă вырăнсене минăсем хурса тухнă. Вут-хĕм айĕнче ĕçленĕ саперсем разведка батальонĕ валли çул уçса панă. Операци ăнăçлă вĕçленнĕ: совет салтакĕсем «икĕ чĕлхе» çаклатса килнĕ.

1944 çулта Орша çывăхĕнче Глебов салтакĕсем хăйсен тÿрĕ тивĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне тата çапăçусене те хутшăннă. Июнĕн 22-мĕшĕнче саперсен ушкăнĕ нимĕçсен икĕ хÿтĕлев линине татса тухнă, тăшман артиллерисчĕсемпе пулеметчикĕсене тĕп тунă, нимĕçсенчен питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăна туртса илнĕ. Çак çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн В.Глебов аслă лейтенанта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Сапер взвочĕн ытти салтакĕпе сержанчĕ те тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ.

Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă хыççăн Глебов малтан Германире, унтан Бакура тата Калининта службăра тăнă. 1956 çулта тин тăван ене Улатăра таврăннă. Приказсене вăхăтра тата тивĕçлĕ пурнăçлама пĕлни, çарта пухнă опыт Валентин Сергеевича мирлĕ пурнăçра та кирлĕ пулнă. 1970 çулта ăна ĕçлесе юсанмалли 2-мĕш колонин планпа производство пайĕн пуçлăхне, унтан предприяти директорне - колони пуçлăхĕн çумне лартнă. Ку вăхăт тĕлне колонире хĕрарăмсем айăплав вăхăтне ирттерме пуçланă. Производствăна реконструкцилес тата анлăлатас ĕç-хĕл Глебовпа ĕçтешĕсем çине тиеннĕ. Никама та çăмăл пулман. Колонире уçнă çĕвĕ предприятийĕ тухăçлă аталаннă, тавар сутса тунă укçа-тенкĕпе оборудовани, айăпланнисем валли япаласем туяннă, çурт-йĕре юсанă, çĕннисене хута янă. Валентин Сергеевич 1987 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.

Хаяр вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ ăрăвăн вăрçă хыççăнхи юхăнчăклăха пĕтерме, кĕске вăхăтра предприяти-организацие ĕçлеттерсе яма тивнĕ. Çак çынсем пурнăçа питĕ юратнă тата хакланă, çавăнпах мирлĕ пурнăçа çĕнĕрен чĕртсе тăратма тăрăшнă. Паян Валентин Глебов 2-мĕш колони ĕçченĕсене Тăван çĕршыва юратма, аслă ăру çыннисене хаклама вĕрентет. 92 çулти Валентин Сергеевича учрежденире пурте хисеплеççĕ, ун пек пулма тăрăшаççĕ. Ветеран яланах юнашар, яланах стройра.

 

И.АНТОНОВИЧ