Кĕпере хăвăрт юсанă

14 Ака, 2015

Апрелĕн 11-мĕшĕнче видеоконференци мелĕпе муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу иртнĕ. Ăна Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин ертсе пынă.

Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухма пуçличчен транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов апрелĕн 11-мĕшĕнче 02 сехет те 45 минутра çĕре çурхи шыв çĕмĕрсе кайнипе Вăрнар районĕнчи Калинино салинче Мăн Çавал юханшывĕ урлă хывнă вăхăтлăх кĕперĕн пĕр пайĕ ишĕлсе аннине пĕлтернĕ. Тĕп кĕпер юсавра. Авари кăларса тăратнă инкеке сирсе яма çынсемпе техникăна явăçтарнă, юсав ĕçĕсем 07 сехет те 35 минутра вĕçленнĕ. Автотранспорт çÿреме пуçланă.

2016 çула тарифсене патшалăх енчен йĕркелемелли тĕп тĕллевсем çинчен Чăваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова каласа кăтартнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятисем çинчен ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ.

Республикăра асăну вырăнĕсемпе сооруженисем 1164, салтаксене пытарнă вырăнсем 266, «Сÿнми çулăм» мемориалсем 30. Палăксене тĕпрен юсама - 7,1 млн, вĕсене тата вĕсен çывăхĕнчи территорисене тирпейлесе илемлетме 4,7 млн тенкĕ яма пăхаççĕ.

Канаш, Вăрмар районĕсенче, Улатăр хулинче - çĕнĕ палăксем лартма, Куславкка, Çĕрпÿ районĕсенче кивелнĕ палăксене çĕннисемпе улăштарма палăртаççĕ. Елчĕк районĕнче тата Çĕнĕ Шупашкар хулинче çĕнĕ палăксем вырнаçтарнă та ĕнтĕ.

ЧР премьер-министрĕ Иван Моторин Аслă Çĕнтерĕве уявланă май мĕнпур мероприятие çÿллĕ шайра ирттермеллине палăртнă.

Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров районсен пуçлăхĕсене 2015 çулхи çурхи тапхăрта типĕ курăка çунтарнă май хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалли пирки асăрхаттарса каланă.

А.ВАСИЛЬЕВА

Рубрика: