"Патриот" ятарлă кăларăм

14 Ака, 2015

«Патриот» кăларăм - «Хыпар» хаçатăн çĕнĕ проекчĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас темăна эпир унччен те айккинче хăварман: ентешсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ, каярах ÿсĕмрисем çар тивĕçне чыслăн пурнăçлани, ачасене кадет класĕсенченех тăван республикăшăн, çĕршывшăн юрăхлă çынсем пулма хатĕрлени тата ытти çинчен тĕрлĕ статья тăтăш пичетлесе пыратпăр хаçатра. Вулакансем валли конкурссем ирттерсе çĕнтерÿçĕсене палăртатпăр, хамăр та ыттисем йĕркеленĕ тупăшусене хутшăнса мала тухса Тав хучĕсем, Дипломсем çĕнсе илетпĕр. Хамăр ĕç харама кайманнине кашни кăларăма, статьяна пичете хатĕрленĕ майăнах туйса тăратпăр. Малашне те çапла пуласса шанса тăратпăр.

Кам вăл - патриот? Ыйтăва кун пек лартни хăех кăнтаммăнрах илтĕнет. Сăмахĕ, авă, кĕске çеç, пĕлтерĕшĕ, ăнлавĕ - вышкайсăр пысăк, виçесĕр анлă. Çуралнă кĕтесе, атте-аннене, тăван ял-йыша, пĕрле пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннине, ача чухне çара уран чупнă улăх-çарана, çывăхри çырмара шăнкăртатса тапса тăракан çăлкуçа, кĕскен каласан - çĕршывăмăра чунтан хисеплекен-юратакана эпир çак сăмахпа хаклатпăр. Çак пысăк юрату çинчен пырĕ те сăмах пирĕн кăларăмсенче. Çырăр, шăнкăравлăр, сĕнĕр - кĕтетпĕр.