Новости по теме

8 Ака, 2015

Чĕлхесем çинчен саккун туллин мĕншĕн пурнăçланмасть?

"Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен" саккуна пĕрремĕш хут 1990 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче йышăннă. Пусарсах калам: Раççейри республикăсенчен пуринчен малтан! Анчах çăмăллăн пулса иртмен çак ĕç-хĕл.

7 Ака, 2015

Ача турилкки мĕншĕн тулли мар?

Прокуратура органĕсем республикăри шкулсенче ачасен апатланăвне мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах çак сферăра та саккуна пăснă тĕслĕх пайтах иккен.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсен 98,8% /121 540 ача/ вĕри апат çитереççĕ. Çав шутра 26% - çăмăллăхлă майпа, 14% тÿлевсĕр апатланаççĕ.

7 Ака, 2015

Профессисен сумне ÿстересчĕ

РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев кăçалхи март уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшÿллĕн рабочипе инженер профессийĕсен сумне ÿстерессипе çыхăннă мероприятисен планне çирĕплетнĕ.

7 Ака, 2015

Çамрăксен туслăхĕ вăй илĕ

Март уйăхĕнче Крым Республикипе Севастополь хули Раççейпе пĕрлешнĕренпе çулталăк çитрĕ, çак пулăма халалласа Чăваш Енре, çĕршывăмăрăн ытти кĕтесĕнчи пекех, тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсене республикăри хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм те хастар хутшăнчĕ.

7 Ака, 2015

Лашасене юратнăран...

"Лаша - питĕ мăнаçлă та вăйлă чĕрчун. Литература хайлавĕсенче мĕн чухлĕ ырă йĕрке çырман-ши ун çинчен? Писательсем çеç мар, чи малтан ахаль хресченсем лашана тав туса чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем калаççĕ. Вăл мĕн авалтанпах этем пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать.

7 Ака, 2015

Пуринчен те пултаруллăрах

Мурманск хулинче пĕрремĕш хут пăрлă шывра ишессипе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва сивĕрен хăраман 48 спортсмен хутшăннă, вĕсем пĕр километрлă дистанцире тупăшнă.

Чăваш Ен чысне унта Шупашкарти «Экстрим» клуб хастарĕсем хÿтĕленĕ. Пуринчен ытларах вара тĕнче чемпионатĕнче республикăри аквайсерсен федерацийĕн ертÿçи Татьяна Александрова палăрнă. Маттур хĕрарăм хăйĕн ушкăнĕнче дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă.

7 Ака, 2015

Чăваш Енпе Кăркăсстан: экономика çыхăнăвĕ анлăланать

Апрелĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кăркăсстан Республикинчи Жалал-Абад облаçĕн делегацийĕпе тĕл пулнă. Калаçăва çавăн пекех Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.

Pages