Новости по теме

15 Ака, 2015

Сĕт хакĕ татах чакнă

Ĕнесем пăруланă тата çу кунĕсем çывхарнă май килти хуçалăхсенчен пухакан сĕтĕн сутлăх хакĕ чылай районта сисĕнмеллех чакнă. Çакă ЧР Ялхуçалăх министерстви район администрацийĕсенчен апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне ыйтса илнĕ сводкăна мартăн 20-мĕшĕ /мĕнпурĕ те 3 эрне çеç иртнĕ!/ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартупа танлаштарсан лайăх палăрчĕ.

15 Ака, 2015

39 ачана усрава илнĕ

Китайра пурăнакан 65 çулти пенсионерка Кун Чжэнянь Шаньси провинцийĕн легенди пулса тăнă. Ялта ĕмĕрне ирттерекен хĕрарăм ашшĕ-амăшĕ пăрахнă инвалид ачасене пĕрмаях усрава илет. «Пĕрремĕш ачана эпĕ çул хĕрринче тупрăм, - аса илет Кун. - Пĕчĕк хĕре çав тери шеллерĕм, мĕн те пулин тумаллахчĕ манăн».

14 Ака, 2015

"Патриот" ятарлă кăларăм

«Патриот» кăларăм - «Хыпар» хаçатăн çĕнĕ проекчĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас темăна эпир унччен те айккинче хăварман: ентешсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ, каярах ÿсĕмрисем çар тивĕçне чыслăн пурнăçлани, ачасене кадет класĕсенченех тăван республикăшăн, çĕршывшăн юрăхлă çынсем пулма хатĕрлени тата ытти çинчен тĕрлĕ статья тăтăш пичетлесе пыратпăр хаçатра. Вулакансем валли конкурссем ирттерсе çĕнтерÿçĕсене палăртатпăр, хамăр та ыттисем йĕркеленĕ тупăшусене хутшăнса мала тухса Тав хучĕсем, Дипломсем çĕнсе илетпĕр.

14 Ака, 2015

Салтакра пулччăр, тивĕçе чыслăн пурнăçлаччăр

2015 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме каймалли çуркуннехи тапхăр пуçланчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн черетлĕ призыв июнь уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлĕ. Мĕнле пырать черетлĕ кампани республикăри кăнтăр районĕсенче, пулас салтаксене еплерех çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ - çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса пирĕн штатра тăман корреспондент Альбина Егорова Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕпе Павел Васюковпа тĕл пулнă.

14 Ака, 2015

Иртнине асра тытса...

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕн, Раççей Ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕн, Питĕр ăслăлăхпа искусство академийĕн чăн членĕн Анатолий Рыбкинăн живопиç ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Тĕлĕнмелле ят панă ăна вăл - «Манăн ватă ырă çуртăм».

14 Ака, 2015

Ветеран яланах стройра!

2-мĕш колони офицерĕсен хушшинче çак çын уйрăларах тăрать. Валентин Глебов отставкăри полковник кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсем, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсем илем кÿреççĕ. Çулталăкра темиçе хутчен ветеран уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăм ĕçченĕсемпе пĕрле строя тăрать.

Pages