Новости по теме

13 Ака, 2015

Хĕрĕ хыççăн - амăшĕ

Çĕмĕрле район сучĕ Улатăр хулинче çуралса ÿснĕ 37 çулти хĕрарăмăн приговорне çирĕплетнĕ. Вăл маларах та, 2013 çулта, саккунпа урлă пулнă. Ун чухне Улатăр районĕн сучĕ ăна наркотиксем хатĕрлесе сутнăшăн айăпланă, 14 çуллăха ĕçлесе юсанмалли учреждение ăсатнă.

13 Ака, 2015

Журналистсем - Каçал çĕрĕнче

Каçал ен - издательство çуртĕнче ĕçлекен чылай çыншăн çуралнă тăван кĕтес. Директор-тĕп редактор Валерий Туркай та, унăн заместителĕ Геннадий Максимов та çак тăрăхра çуралса ÿснĕ. Журналистсен йышĕнче те Комсомольскинчен тухнисем сахал мар. Чылайăшĕ кĕçнерникун ентешĕсемпе тĕлпулма çула тухрĕ.

11 Ака, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» 13 № /883/ 11.04.2015

Пахалăхсăр апат-çимĕç те чир сăлтавĕ пулма пултарать. 3 стр.

Ял халăхĕнчен пуянраххи çук. 4 стр.

Сивĕ сăмах калас вырăнне кĕлĕ вуламалла. 5 стр.

Тăтăшах пăшăрханни сывлăха ан хавшаттăр тесен... 8 стр.

Купăста яшки йăлăхтарман-ха... 9 стр.

Раççей актриси Голливуда парăнтарнă. 11 стр.

Аттесĕр иртнĕ асаплă ачалăх. 12 стр.

10 Ака, 2015

"Хыпар" ИÇ делегацийĕ Хусанта

Мартăн 31-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай ертсе пыракан делегаци /йышра - коллективăн пысăк пайĕ, Н.В.Никольский ентешĕсем/ Тутарстан Республикин тĕп хулине çитсе килчĕ.

10 Ака, 2015

Çĕнтерÿ монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хунă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикинче ĕçлĕ çÿревре пулнă май апрелĕн 9-мĕшĕнче Минскра Çĕнтерÿ монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хунă тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин патшалăх музейне çитсе курнă.

Михаил Васильевич экспозици тата Çĕнтерÿ залĕсемпе паллашнă, хисеплĕ хăнасен кĕнекинче çырса хăварнă.

10 Ака, 2015

Икĕ халăха ĕмĕрсен туслăхĕ çыхăнтарать

Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнчех Михаил Игнатьев Беларуç Республикин Президенчĕпе тĕл пулса экономикăра килĕштерсе ĕçлессипе, культура çыхăнăвĕсене тĕреклетессипе, Чăваш Республикинчи тата Беларуçри предприятисемпе организацисене пĕрле корпорацилемешкĕн усă курмалли çĕнĕ мелсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

10 Ака, 2015

Беларуçра - ĕçлĕ çулçÿревпе

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă май çак патшалăхăн Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе Александр Суриковпа тĕл пулнă.

9 Ака, 2015

Çĕнĕ палата пулать

2015 çулта ЧР Общество палатин халĕ ĕçлекен йышĕн полномочийĕсем вĕçленеççĕ. Çавна май ытларикун республикăн Патшалăх Канашĕ общество пĕрлешĕвĕсемпе тата коммерципе çыхăнман ытти организаципе парламентран Общество палатин çĕнĕ йышне кĕртмелли çичĕ çынна палăртас енĕпе консультаци ирттернĕ.

ПК Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов ирттернĕ тĕлпулăва депутатсем, çавăн пекех республикăри общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

9 Ака, 2015

Зотова - Куславккана, Филиппова - Шупашкара

Прокурорсене пĕр вырăнта «тымарланма» памаççĕ - ротаци текенни кашнинех пырса тивет. Раççей Генпрокурорĕн хушăвĕпе республикăри икĕ прокурора вырăнĕсемпе улăштарнă.

Халиччен Куславкка районĕн прокурорĕ пулнă Петр Филиппова Чăваш Республикинчи юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕн должноçне куçарнă. Маларах тĕрме-колонишĕн яваплă прокурорта вăй хунă Александр Зотов вара Куславккана куçнă.

9 Ака, 2015

Аслă çул çинчи «мулкач»

Шупашкарти Мир проспектĕнчи автовокзалта патруль экипажĕ патне çулланнă арçын пынă. Такси водителĕ иккен - Ульяновск облаçĕнчен. 70 çултискер хăйне вăл Мускавран илсе килнĕ паллă мар арçын çаратни çинчен пĕлтернĕ.

Pages