Новости по теме

7 Ака, 2015

6 çулти шашист - чемпион

Иртнĕ çул 6 çулти шашист Артем Тихонов çĕршыв тата тĕнче ăмăртăвĕсенче мала тухса тăван тăрăха медальсемпе таврăннăччĕ. Çак кунсенче, акă, Шупашкар ачи пире тепĕр пысăк çитĕнÿпе тĕлĕнтерчĕ: Раççейре мала тухассишĕн Кострома хулинче иртнĕ ăмăртура абсолютлă чемпион ятне тивĕçрĕ.

7 Ака, 2015

Икĕ хĕрарăмăн... пĕр шухăш

Уголовлă ĕçе районти пĕр ялта пурăнакансем район прокуратуринчен пулăшу ыйтнă хыççăн тĕрĕслев ирттернĕ май пуçартăмăр. Ревизи комиссийĕ 44 çулти Марина Емельянова тата 58-ти Алевтина Лебедева халăхран шыв башнисене тытса тăма пухнă 20 пин тата 25,4 пине яхăн тенке вăрланине палăртнă.

7 Ака, 2015

Шалашĕ - нимĕр

Чăнах та, "тулашĕ - тимĕр, шалашĕ - нимĕр" текен тупмалли юмах ку тĕслĕхре питĕ вырăнлă. Çуртсем çиелтен пăхма кăна илемлĕ те çирĕп пулнă, чăннипе вара...

Çĕнĕ Шупашкар полицийĕн экономика хăрушсăрлăхĕн пайĕн оперативникĕсем предпринимательсем усă курмашкăн хăрушă çуртсем туса сутнине çирĕплетнĕ.

7 Ака, 2015

Хуçасăр-тăк - патшалăхăн пулĕ

Çак вăйă оборудованине хăйсен харпăрлăхне илес текенсем пулнă. Мĕн, чышать-им? Анчах ĕç-пуçа темле пăтратсан та прокуратура хаклă пурлăха патшалăха памаллине ĕнентерме пултарнă.

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕн йышăнăвĕпе Сергей Алексеева саккуна пăсса астармăш вăйăсем йĕркеленĕшĕн РФ КоАПĕн 14.1.1 статйин пĕрремĕш пайĕпе штрафланă. Адмĕç материалĕсенчен çакă курăнать: Алексеев химиксен хулинчи пурăнмалли пĕр çурт путвалĕнче астармăш вăйă вырăнĕ йĕркеленĕ. Унта 62 вăйă автомачĕ вырнаçтарнă. Тĕрĕслев ирттернĕ май полици сотрудникĕсем вĕсене туртса илнĕ.

7 Ака, 2015

Çĕрле паллашнă та

Хăшĕ-пĕри хĕрсене хăйсене айăплама та пăхĕ, "çĕр варринче пĕлмен-туман çынпа каймалла пулман" тейĕ. Анчах ку вĕсемпе тискер хăтланнă çамрăк çынна тÿрре кăлармасть.

Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ çак кунсенче 28 çулти çамрăка хĕре мăшкăллама тăнăшăн тата вĕлерессипе хăратнăшăн айăпласа виçĕ çул çурăлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă. Преступлени вара кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнче ир еннелле 3 сехет тĕлнелле пулнă. Çав çĕр каччă Шупашкарти каçхи клубсенчен пĕринчен тухакан 29 тата 30 çулсенчи икĕ хĕрпе паллашнă. Вĕсене хăнана чĕннĕ те - лешсем килĕшнĕ.

7 Ака, 2015

Купăста пахчинчи качакасем

Бухгалтер тени предприяти-организаци укçишĕн явап тытакан çын пулмалла ĕнтĕ. Вăл тÿрĕ кăмăллă мар-тăк - пĕтрĕ вара. Сăмах тĕп бухгалтер пирки пырать пулсан - пушшех. Вăл укçа хуçи вĕт...

Муркашри чăх-чĕп фабрикинче шăпах çапла пулса тухнă. Район прокуратури фабрикăн тĕп бухгалтерĕ пулнă Татьяна О. тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе суда панă. 34 çулти хĕрарăма ултавшăн, суя документсем хатĕрленĕшĕн айăплаççĕ.

7 Ака, 2015

Тĕрме алăкĕ уçăлĕ, тупăк хуппине вара уçаймăн

"Яштака та илĕртÿллĕ, хастар хĕрччĕ..." - теççĕ Патăрьел тăрăхĕнче Аня пирки. Шел те, 15 çулти хĕрача çук ĕнтĕ. Ăна... вĕлернĕ.

Тискер ĕç паян пĕтĕм района калаçтарать. Следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи пайĕ вара Уголовлă кодексăн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе /çын вĕлерни/ пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчет. Ăна Аслă Чемен ялĕ çывăхĕнче апрелĕн 2-мĕшĕнче 15 çулти хĕрача виллине тупнă хыççăн пуçарнă. Ăна вĕлерни - куçкĕрет.

Pages