39 ачана усрава илнĕ

15 Ака, 2015

Китайра пурăнакан 65 çулти пенсионерка Кун Чжэнянь Шаньси провинцийĕн легенди пулса тăнă. Ялта ĕмĕрне ирттерекен хĕрарăм ашшĕ-амăшĕ пăрахнă инвалид ачасене пĕрмаях усрава илет. «Пĕрремĕш ачана эпĕ çул хĕрринче тупрăм, - аса илет Кун. - Пĕчĕк хĕре çав тери шеллерĕм, мĕн те пулин тумаллахчĕ манăн».

Унтанпа Кун 39 ачана усрава илнĕ. Çав ачасенчен асли 27 çулта ĕнтĕ, чи кĕçĕнни - 1 уйăхра. 6 ачи - аслă шкулсене, иккĕшĕ профтехучилищĕсене вĕренме кĕнĕ. «Пур ачан та ÿт-пÿ е ăс-тăн аталанăвĕ енĕпе кăлтăксем пур, - тет ырă кăмăллăскер. - Тĕрĕссипе, çакнашкал ачасем хăйсене ыттисем тимлесех кайманнипе нушаланаççĕ».

Нумайăшĕ вырăнти влаçсем çак хĕрарăма тав тăваççех ĕнтĕ тесе кĕтнĕ. Анчах та чиновниксем Чжэнянь саккунсене пăснă тесе çирĕплетнĕ, вĕсемпе килĕшÿллĕн пĕр çемьен 3 ачаран ытла усрава илме юрамасть. Влаçсем Кунăн çĕрне туртса илнĕ, укçапа пулăшма пăрахнă.

«Йывăрлăхсене пăхмасăрах хамăн ĕçе малалла пурнăçлатăп, - тенĕ Чжэнянь. - Халĕ унта-кунта ĕçлесе укçа тупатăп. Нумайăшĕ пире укçа, кĕпе-тумтир, апат парать, аслă ачасем пулăшаççĕ. Тĕнчере хальлĕхе ырă çынсем пур-ха, эпĕ вилсен ачасемпе мĕн пулĕ?»