Новости по теме

6 Ака, 2015

Чĕмпĕр тăрăхĕнче - Литература çулталăкĕ

Чĕмпĕр хутлăхĕнче Литература çулталăкĕ 2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче пуçланчĕ. Çав кун облаçри И.А.Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче Литература пухăвĕ иртрĕ. Унта «Чĕмпĕрти 12 литература апостолĕ» тĕп проект старта тухрĕ. Çавна май уява пынă хăнасене «Венецра» ятлă пĕчĕк спектакль кăтартрĕç. Ăна шăпах Чĕмпĕр тăрăхĕнчен тухнă 12 классика халалланă. Вĕсен ролĕсене драмтеатр артисчĕсем вылярĕç.

6 Ака, 2015

Питĕрте - чăваш чĕлхин клубĕ

Санкт-Петербургри Чăваш наци культура автономийĕ çумĕнче Чăваш чĕлхин клубĕ ăнăçлă ĕçлет. Унта - Наци литературин библиотекинче кашни юнкун иртекен занятисене - Питĕрте пурăнакан йăхташсем, вĕсен унта çуралнă ачисем çÿреççĕ. Нумаях пулмасть хулара Чĕлхесен фестивалĕ иртрĕ.

450 çынлă аудиторире чăваш чĕлхи те янăрарĕ. Фестивале чăваш пики Екатерина Данилова хутшăнчĕ.

6 Ака, 2015

Чиновникшăн хысна айăплă-им?

Должноçри яваплă çын йăнăш тунă та - çакăншăн шар курнисем тÿснĕ сиене хысна шучĕпе саплаштарнă. Патшалăх бюджечĕ тĕпсĕр мар вĕт, эппин, айăпли хăй укçан явап тыттăр...

Çĕнĕ Шупашкар хулин прокуратури патшалăх влаçĕн органĕсене пула федераци бюджетне кÿнĕ сиене саплаштарас енĕпе ĕçленĕ май çакна палăртнă: Шупашкарти Мускав районĕн сучĕн йышăнăвĕпе С. тата унăн çемйин членĕсем валли патшалăх хыснинчен укçа шыраса илнĕ. Пурлăх тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиеншĕн - 51 пин тенке яхăн, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштарма - 20 пин.

6 Ака, 2015

Санкци хресчене аталанма пулăшать

Татьяна Матюшова бухгалтер.

Суту-илÿре çĕрулми, купăста, сухан, кишĕр, ытти çимĕç хакланать. Çакă хула халăхне тарăхтарать. Çав вăхăтрах ялхуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсене савăнтарать çеç. Пĕрисем çуракине кредит илмесĕрех ирттерме вăй çитереççĕ. Чылайăшĕ усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме, ялхуçалăх культурисен лаптăкне пысăклатма палăртнă.

6 Ака, 2015

Çитĕнÿсен çулĕпе малалла талпăнаççĕ

ЧР Ял хуçалăх министерстви агропромри ĕç-хĕле çутатма "Хыпар" хаçата нумай пулăшать. Иртнĕ юнкун Етĕрне районне илсе кайрĕç. В.И.Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша заводне кăтартрĕç. Акционерсен çак обществин ĕç-хĕлĕ çинчен "Хыпарта" юлашки çулсенче пĕрре çеç мар çырнă. Апла пулин те тепре кăсăкланма хирĕç пулмарăмăр.

6 Ака, 2015

Чăваш Ен Раççейре кăтартуллисенчен пĕри

Халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра паракан патшалăх пулăшăвĕпе пурте усă курма пултараслăхпа тата унăн пахалăхĕпе Чăваш Ен Раççей субъекчĕсен хушшинче малта пырать.

Март уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей ĕç министрĕ Максим Топилин алă пуснă çыру килнĕ. Унта халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра паракан патшалăх пулăшăвĕпе пурте усă курма пултарассин тата унăн пахалăхĕн кăтартăвĕсен динамики Мордва, Тутарстан, Удмурт, Чăваш республикисен çитĕнÿллине палăртнă.

6 Ака, 2015

Канаш аталанĕ

Юлашки çулсенче Раççейри хуласене патшалăх пулăшăвĕпе пайăррăн аталантарасси вăй илет. Кун пек çăмăллăхпа халиччен республикăри икĕ хула - Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр - усă курнăччĕ.

Кăçал çакăн йышши пулăшăва Канаш тивĕçнĕ - вăл Раççейри 5 монохула йышне кĕнĕ.

Çак эрнере ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Монохуласене аталантармалли фонд» генерльнăй директорĕпе Дмитрий Скривановпа тĕл пулнă. Тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та хутшăннă. Унта монохулана аталантармалли тĕп килĕшĕве алă пуснă.

6 Ака, 2015

Усал шыççа парăнтарма

Иртнĕ эрнере Шупашкарти Гладков урамĕнчи 27-мĕш çуртра усал шыçăпа чирлĕ хĕрарăмсен психологи пулăшăвĕн центрĕ уçăлчĕ. Республикăри онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Лидия Воропаева тата Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева сиплевпе физкультура комплексĕн залне, физиотерапи, релакс тата тренинг пÿлĕмĕсене кăтартса çаврăнчĕç. Сĕтел-пукана, спорт тата медицина оборудованине грант укçипе туяннă. Çакăнта пурне те тÿлевсĕр йышăнĕç. Аса илтеретĕп, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн «Пурнăçшăн» проектне федераци шайĕнче ырланă, çакăншăн 1500000 тенкĕ уйăрнă.

6 Ака, 2015

Чир явапсăрлăха пула сарăлать

Уртаракан чирĕпе çыхăннă лару-тăру республикăра халĕ те çивĕч-ха. Çакна юлашки фактсем те çирĕплетеççĕ. Нарăс уйăхĕнче кăна Раççейре çак мурпа аптăранă 344 тĕслĕхе шута илнĕ. Шухăша яраканни кунта акă мĕн - пуринчен ытла Тутарстанра /29 тĕслĕх/ асăннă чир вучахĕсем палăрнă. Асăннă республика вара - пирĕн чи çывăх кÿршĕ.

Шел те, хăш-пĕр чухне çынсем хăйсем çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнманни те чире вăй илме пулăшать-тĕр.

Pages