Сауд Аравине çитекенни пулман

15 Ака, 2015

Кăçалхи февраль уйăхĕнче йĕркене кĕртнĕ экспорт налукне /пошлинине/ кура Раççей тыррин хальчченхи "çулĕ" палăрмаллах улшăннă.

"Русагротранс" стратегиллĕ маркетинг департаменчĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Павенский пĕлтернĕ тăрăх - март уйăхĕнче Раççей тыррине Сауд Аравийĕ пуринчен ытларах туяннă. Тĕнчере вăл чи нумай урпа туянакан шутланать. Урпана ют çĕршыва яма налук хуманнине асăннă ертÿçĕ.

Унăн сăмахĕпе март уйăхĕнче Раççей тыррин 28 проценчĕ /499 пин тонна/ Сауд Аравине ăсаннă. Ăна туянассипе иккĕмĕш вырăнта Турци тăрать, унăн тÿпи - 25 процент е 449 пин тонна. Кунсăр пуçне Иран 205 пин тонна /12 процент/ тата Кăнтăр Корея 561 пин тонна /3 процент/ туяннă.

Павенский асăннă тăрăх - мартра Раççей ют çĕршыва 1,78 млн тонна тырă ăсатнă. Çакă февральтинчен ытларах. 534 пин тонна тулă экспорта янă. Малтанхи уйăхпа танлаштарсан унăн тÿпи 37 процентран 30 процента çити чакнă. Урпана чикĕ леш енне февраль уйăхĕнче 410 пин тонна сутнă пулсан мартра ку виçе 734 пин тоннăна çитнĕ, куккурус - 302 пин тоннăран 440 пин тоннăна.

Павенский шухăшĕпе апрель уйăхĕнче Раççей тырри çичĕ юта 1,2 млн тоннăна яхăн сутăнмалла, çав шутра тулă - 400 пин тонна, урпа - 500 пин, куккурус - 300 пин тонна.

Тулă çине хунă экспорт налукĕ /пошлина/ 15 процентпа танлашать тата ун çумне 7,5 евро хушăнать, анчах пĕр тонна тырăшăн сумма 35 евроран пысăк пулмалла мар. Кăçалхи февральте йышăннă çак йĕрке июнь уйăхĕн вĕçĕччен хуçаланĕ. Правительство çак вăхăта тăсма та пултарĕ.

Рубрика: