Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

15 Ака, 2015

Муркаш районĕнчи Исетерккĕри Афанасьевсем фермер хуçалăхне виçĕ сысна çуринчен йĕркелесе янине ĕненме те йывăр. Паян вĕсен 1,4 пин сысна, çав шутра ами - 200. 2013 çулта çемье «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа грант илнĕ.

Вите вырăнне - ангар

Йĕри-тавра çÿллĕ хÿмепе тытса çаврăннă фермер хуçалăхне йăпăр-япăр пырса кĕреймĕн. Тимĕр карта 1200 метра тăсăлать.

- Унсăр юрамасть, санитари йĕркине пăхăнмаллах, - терĕ пире алăка уçса кĕртнĕ май Александр Афанасьев. - Ялсем юнашарах вырнаçнă. Капла шанчăклăрах: ют çынсем те, ял выльăх-чĕрлĕхĕ те кĕреймест.

Афанасьевсем малтан хушма хуçалăхра сысна ĕрчетме тытăннă. Вĕсен йышĕ ÿссе, витере вырăн çитми пулнă май пахчана пысăк ангарсем тунă. Çурт-йĕрĕ çул хĕрринчех вырнаçнă май иртен-çÿрен тĕлĕнсе сăнанă. «Сивĕре те шăнмаççĕ-им?» - ĕненмесĕр ыйтнă хуçисенчен. Сыснана витере курма хăнăхнăран-и, ангарта хулăн айсарăмпа усрани вĕсемшĕн çĕнĕлĕх пулнă темелле. Анчах хушма хуçалăхра та ун чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытаймăн. Юнашарах пĕчĕк ферма ÿссе ларни ял çыннисен кăмăлне кайман. Ирĕксĕрех ыйтăва васкавлăн татса пама тивнĕ.

Муркаш районĕнчи «Герой» хуçалăх производство объекчĕсене сутнине пĕлсен иккĕленсе тăман, аякра вырнаçнине пăхмасăр выльăх-чĕрлĕхне куçарма килĕшнĕ. Кунта та витесем çĕклесе тăкакланман. Сакăр пысăк ангар туса лартнă. Çав шутра улттăшĕнче сыснасем усраççĕ, иккĕшĕнче тырă, утă упраççĕ.

Ывăлĕпе хĕрĕ шкултан вĕренсе тухнă май çемье Чемейе куçнă. Фермер хуçалăхĕн территорийĕнчех кантур-пурăнмалли çурт хута янă. Тăван килне те хупă тăратмаççĕ.

- Çĕрулми, пахчаçимĕç Исетерккĕрех туса илетпĕр. Эрнере виçĕ-тăватă хут та çаврăнса çитетпĕр тăван ене, - терĕ çемье хуçи. - Вăхăта ытларах ĕçре ирттернĕ май ирĕксĕрех кунтах пурăнмалла. Хуçалăх хамăр куç умĕнче пулнине нимĕн те çитмĕ.

 

Фермăрах - теплица

Нимĕн çукран пур туса хуçалăхне аталантарса пыраççĕ вĕсем. Ăна савăнсах кăтартса çÿрерĕ кил хуçи. Сысна фермисенче сăмсана çуракан шăрша хăнăхнăран-ши, ангар-витери уçă сывлăш тĕлĕнтерчĕ. Ăна сарă тĕслĕ чатăр карнăран урамри пек çутă. Чух-чухсем ирĕклĕнех çÿреççĕ. Алкумне карта тытса пÿлнĕ. Унта вара тимĕр кăмака хĕрсех çунать. Кунтах сыснасем валли апат пĕçереççĕ, шыв ăшăтаççĕ. Кăмака ăшши те витене сивĕнме памасть темелле. Хулăн айсарăм та сыснасемшĕн ăшă йăва пекех. Çапла, вите-ангарта çутă та, газ та çук. Пĕр енчен ĕлĕкхи мелпех ĕçлеççĕ темелле, анчах капла перекетлĕрех, выльăх чирлемест, лайăх çитĕнет.

- Ăратлă сысна хамăр районти «Герой» хуçалăхран туянтăмăр. Çĕнетсе пымасан çитĕнÿ тума йывăртарах, - каласа парать Александр Афанасьев.

Территоринче строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Пысăк лаптăка тикĕслесе тимĕр кăшкарне вырнаçтарнă ĕнтĕ. Халĕ иккĕмĕш хутне хăпартаççĕ.

- Кунта 400 сысна ами вырнаçмалăх вите пулать. Паллах, пĕчĕк çурасене, çăвăрлакан сысна амисене ăшă кирлĕ, вĕсене ангарта тытаймăн. Çавăнпа витери ĕçе-хĕле механизацилесшĕн. Иккĕмĕш хутĕнче вара теплица пулĕ, - вăрттăнлăха уçрĕ Александр Аркадьевич.

- Хăяр-помидор çитĕнтерсе сутасшăн-им? - тĕлĕнĕве пытараймарăмăр эпир.

- Сыснасене те ешĕл çимĕç кирлĕ. Вĕсем валли лотоксенче калча çитĕнтересшĕн. Симĕс сухан лартса пăхасшăн. Хими хутăшĕ париччен сыснана ешĕл апатпа тăрантарнинчен ырри çук. Эпир экологи тĕлĕшпе таса çимĕç брендне илесшĕн.

Çĕнĕ вите июньте хута каймалла. Хальхинче ăратлă сысна «Свобода» хуçалăхран туянасшăн. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 600 сысна ами пулмалла. Виçĕ çулта вара хуçалăхра 5 пин сысна усрама тытăнмалла.

Хуçалăхăн усă куракан çĕр 668 гектар. Кĕрхи культурăсем 280 гектар йышăннă. Çурхи культурăсене 250 гектар акмалла.

- Çурхи ĕçсене ирттерме вăрлăх хатĕрленĕ, техника юсавлă. Эпир удобрени туянман, хамăрăнах çителĕклĕ вăл, - кĕскен паллаштарчĕ фермер.

 

Çемье тĕрекĕ

Фермер хуçалăхĕнче çемйипех тăрăшаççĕ. Аслă ăру ывăлĕпе хĕрне те çак ĕçе явăçтарнă.

- Вĕсем ачаранах хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлеме юрататчĕç. Хулара вĕреннĕ чухне яла таврăнсан: «Канăр-ха, ывăнтăр пулĕ», - тесе картишне ĕçлеме тухса каятчĕç те чун хĕпĕртетчĕ, - савăнса пĕлтерчĕ çемье пуçлăхĕ. - Эпир вĕсемшĕн тăрăшатпăр вĕт. Пĕри те тепри хулана тухса кайсан ялта кам ĕçлĕ?

Алина аслă пĕлÿ илнипе пĕрлех вăхăтне фермер хуçалăхĕнче ытларах ирттерет. Ашшĕ хуçалăх тилхепине ăна тыттарнă. 2013 çулта Алина Афанасьева «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа 1,1 млн тенкĕ грант илнĕ.

- Патшалăх пулăшăвĕпе территори йĕри-тавра тимĕр хÿме тытрăмăр, трактор илтĕмĕр, - каласа параççĕ ĕçченсем.

Чемей тăрăхне ир-ирех çитрĕмĕр пулин те, маттур çемье кăвак шуçăмпах ĕçе тытăннă-мĕн. Александр Аркадьевич мăшăрĕ, Любовь Петровна, ирех Муркаш пасарне какай сутма тухса кайнă.

- Салара кашни эрнекунах эпир сутма тухасса кĕтеççĕ. Вăхăтра тухаймасан кĕтсе тăни, паллакансем шăнкăравлани те пулкалать, - пĕлтерчĕ фермер.

Кăçал Алинăпа Аркадий бухгалтерпа экономист дипломĕсене илĕç. Ывăлĕн çара кайма ят тухнă-мĕн. Ăна салтак тумне тăхăнасран çăлса хăварма хăтланса чупса-йăлăнса çÿремест ашшĕ. «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллах. Ĕмĕрĕпе тарса пурăнаймăн», - терĕ кĕскен.

Пĕчĕк хуçалăхра 9 çын вăй хурать. Вĕсем пурте çывăхри ялсенчен. Ĕç условийĕсене лайăхлатса пыма тăрăшаççĕ кунта. «Çын ĕçпе кăна пурăнмасть, чун апачĕ те кирлĕ», - тесе фермер вĕсене кашнинех «Хресчен сасси» хаçат çырăнса пама пулчĕ.

Ĕмĕчĕсем пысăк çемьен. Хуçалăха аталантарнипе пĕрлех тăван тавралăха тирпей кÿрес пирки те манмаççĕ. Çанталăк ăшăтнă май çырма хĕррипе 2 гектар лаптăк çине сад лартса хăварасшăн. Тен, малашне пĕве те пулĕ-и?

Лариса Никитина.

Сăнÿкерчĕкĕсем авторăн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.