Пулăшу кĕтсе илеймен

15 Ака, 2015

Аптăраса ÿксен тÿрех тухтăрсенчен пулăшу ыйтма васкатпăр.

Гиппократ тупине тунăскерсем чир-чĕртен сыватасса, йывăрлăхра тĕксе ямасса кĕтетпĕр, шанатпăр. Шел, ытлашши шанни хăш чухне хака ларать.

Пĕлтĕр Шăмăршăри 57 çулти хĕрарăм шăлĕ шыçнипе аптăраса ÿкнĕ. Тухтăр-стоматолог унăн сылтăм янахĕнче пÿрлĕ шыçă пуррине палăртса район больницине, хирурги уйрăмне сипленме янă. Чир шала кайнă май хĕрарăма стационарах вырттарма тивнĕ.

Хĕрарăм малтан хирурги уйрăмĕн заведующийĕ патĕнче сипленнĕ. Анчах лару-тăру улшăнман, чир сарăлнă. Заведующи вара хĕрарăма ятарлă медицина учрежденине куçарман. Çитменнине вăл кунран кун йывăрланса пынине пăхмасăр ĕçтешĕсемпе те канашламан, пулăшу ыйтман, анализсем япăххине пĕлсех киле янă.

Килĕнче нумай пурăнайман, темиçе кунран аптăраса ÿкнĕскере каллех больницăна илсе çитернĕ. Йĕркеллĕ сиплеменнипе чир шала кайнă, янах кăна мар, пыр та шыçма тытăннă. Дежурнăй тухтăр, анестезиолог-реаниматолог вара пациент йывăррăн сывланине пăхмасăр ăна вилĕмрен çăлса хăварас тĕлĕшпе урлă выртана тăрăх та çавăрман темелле. Пырĕ шыçнипе сывлайми пулнă хĕрарăм кĕçех ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлнă. Вăхăтлă пулăшу паманнипе чирлĕ çын пурнăçран уйрăлнине палăртнă тĕпчев. Çакăн хыççăн вĕсене мĕнле шанмалла?