Новости по теме

15 Ака, 2015

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма

Çак тунтикун Республика Пуçлăхĕ министрсемпе, ытти ертÿçĕсемпе ирттернĕ канашлура пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси питех те пĕлтерĕшлĕ пулмаллине палăртнă. Юлашки çулсенче çак тытăма аталантарма 1млрд 350 млн тенкĕ укçа янă. Кăçал та ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕн виçи чакмасть. Уйрăмах технологипе çыхăннă енсене çĕнетме, хатĕр-хĕтĕре модернизацилеме, инновациллĕ продукци кăларма пулăшĕç.

15 Ака, 2015

Куракан умне - «Нарспи» фильм

Апрелĕн 24-мĕшĕнче Раççейре çулсерен иртекен «Библиокаç» акципе килĕшÿллĕн ЧР Наци вулавăшĕнче 19 сехетре Андрей Васильев режиссерăн «Нарспи» фильмне кăтартĕç.

Юрăллă-кĕвĕллĕ фильма Константин Ивановăн поэми тăрăх хатĕрленĕ «Нарспи» мюзикла тĕпе хурса ÿкернĕ. Вăл икĕ сехете тăсăлать.

«Нарспи» фильм пĕлтĕр куракансен умне пĕрремĕш хут тухнă. Ăна Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте кăтартнă. Ентешсем ăна лайăх йышăннă.

15 Ака, 2015

Хресчен олимпиади иртнĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри вăтам шкулта пĕрремĕш хут хресчен олимпиади иртнĕ. Унта республикăри тĕрлĕ районтан 85 ача хутшăннă. Ытларахăшĕ вара Канаш, Комсомольски, Куславкка районĕсенчен.

Ачасем ялхуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва шĕкĕлченĕ. Çав хушăрах вĕсене качака мĕн чухлĕ пурăннине, вăрлăх епле хатĕрленине чухлама тивнĕ. Пахчаçимĕçпе çыхăннă ыйтусем те пулнă.

Олимпиада икĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтанах вĕренекенсем ыйтусене хуравланă, каярахпа вара пултарулăхпа çыхăннă ĕçе пурнăçланă. Вĕсем чăн-чăн бизнес-план та хатĕрленĕ.

15 Ака, 2015

Тивĕçе пурнăçлама саккун ыйтать

Виçĕ уйăх çурă ялсенче купăс кĕввипе янăракан салтак юрри татăлмĕ. Тепĕр тесен яшсене ĕлĕкхи йăлапа салтака ăсатакансем паян сайра. Анчах та ырă йăлан пĕчĕк пайне те пулин тытса пыма тăрăшаççĕ, ачисене пил парса каялла ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме сунаççĕ. РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен 150 пин ытла çамрăк тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен йышне тăмалла.

15 Ака, 2015

Сурăх та тупăшлă

Комсомольски районĕнчи Тукай Мишерти Ибрагимовсем 2013 çулта программăпа фермер хуçалăхне пуçарса яма 900 пин тенкĕ илнĕ. Грант укçипе тата кредитпа Ибрагимовсем сурăх вити туса лартнă.

Конкурса хутшăнма документсем тăратнă вăхăтра çемьен пурĕ 10 сурăх пулнă, çав шутра 6-шĕ «Романовский» ăрат текенни. Сурăх харăсах икĕ-виçĕ путек туса панипе кĕтÿ пысăклансах пынă. Иртнĕ çул хăйсен укçи-тенкипе ăратлă 80 сурăх туяннă фермер. Кĕçех вĕсен йышĕ 230 пуçа çитнĕ, çав шутра пăранлаканни - 150.

15 Ака, 2015

Сауд Аравине çитекенни пулман

Кăçалхи февраль уйăхĕнче йĕркене кĕртнĕ экспорт налукне /пошлинине/ кура Раççей тыррин хальчченхи "çулĕ" палăрмаллах улшăннă.

"Русагротранс" стратегиллĕ маркетинг департаменчĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Павенский пĕлтернĕ тăрăх - март уйăхĕнче Раççей тыррине Сауд Аравийĕ пуринчен ытларах туяннă. Тĕнчере вăл чи нумай урпа туянакан шутланать. Урпана ют çĕршыва яма налук хуманнине асăннă ертÿçĕ.

15 Ака, 2015

Тĕппипех тÿрре тухман

"Çĕршыв экономики хавшасси пирки иртнĕ çул вĕçĕнче тăтăшах калаçрĕç, ахăртнех, çакă тÿрре тухмасть", - тенĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев Патшалăх Думинче иртнĕ правительство сехетĕнче.

15 Ака, 2015

Санкци ыйтăвĕ тавра

РФ правительстви Евроканашăн хăш-пĕр çĕршывĕнчен апат-çимĕç турттарма чарнă йышăнăва пăрахăçлама пултарать.

"Санкци палăртнă çĕршывсен списокне РФ Президенчĕ çирĕплетнĕ. Раççей хăш-пĕр çĕршывпа мĕнле çыхăнура пулнине кура вĕсене списокран кăларма правительствăн сĕнÿ пулма та пултарать", - палăртнă Раççей ялхуçалăх министрĕ Греци тĕлĕшпе санкцие пăрахăçласси пирки панă ыйтăва хуравласа.

15 Ака, 2015

Пулăшу кĕтсе илеймен

Аптăраса ÿксен тÿрех тухтăрсенчен пулăшу ыйтма васкатпăр.

Гиппократ тупине тунăскерсем чир-чĕртен сыватасса, йывăрлăхра тĕксе ямасса кĕтетпĕр, шанатпăр. Шел, ытлашши шанни хăш чухне хака ларать.

Пĕлтĕр Шăмăршăри 57 çулти хĕрарăм шăлĕ шыçнипе аптăраса ÿкнĕ. Тухтăр-стоматолог унăн сылтăм янахĕнче пÿрлĕ шыçă пуррине палăртса район больницине, хирурги уйрăмне сипленме янă. Чир шала кайнă май хĕрарăма стационарах вырттарма тивнĕ.

15 Ака, 2015

Уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă

Нумаях пулмасть Патăрьел районĕнчи Аслă Чеменри хăрушă инкек ял çыннисемшĕн уяр çанталăкра аслати кĕмсĕртетнĕнех туйăннă. Унта 15 çулти хĕрĕн кун-çулĕ тискеррĕн татăлнă. Пурнăç çулĕ уншăн ытла та кĕске пулнă. Кам айăплă хăрушă инкекшĕн? Преступник хура йĕрне тĕплĕ пытарнă пулин те ăна право органĕ хăвăрт шыраса тупнă. Уй - куçлă, вăрман – хăлхаллă тесе ахальтен каламан çав. Çын пурнăçне вăхăтсăр татаканĕ те çамрăк-мĕн, 19 çулти каччă. Вăл та ку тăрăхранах, Шăнкăртамран.

Pages