Тĕппипех тÿрре тухман

15 Ака, 2015

"Çĕршыв экономики хавшасси пирки иртнĕ çул вĕçĕнче тăтăшах калаçрĕç, ахăртнех, çакă тÿрре тухмасть", - тенĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев Патшалăх Думинче иртнĕ правительство сехетĕнче.

"Хальхи лару-тăрупа хакласан тишкерÿçĕсем, инвестици банкĕсем, эпир хамăр та экономика хавшасса кĕтнине ÿстеререх каланăн туйăнать", - пĕлтернĕ вăл. Мĕншĕн çапла? Вăл вăхăтра, иртнĕ çул вĕçĕнче, наци укçи питех те йÿнелни шиклентернĕ. Ноябрь-декабрь уйăхĕсенче çакна пула инфляци вăйланнă, процент ставкисем ÿснĕ, банксемпе унтан укçа илнисене йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ, пĕтĕмĕшле илсен инвестици хывас ĕçе хытах чăхăмлатнă.

А.Улюкаев шухăшĕпе Раççей экономикинчи йывăрлăх тата виçĕ квартала пырать, тăваттăмĕшĕнче вăй хушма тытăнмалла.

Министр çĕршывăн тĕп кăтартăвĕсем мĕнле пуласси çинчен те асăннă: экономикăри ВВП виçи кăçал 3 процентран иртмест, промышленноç производстви 1-1,5 процент чакать, тĕп капитала инвестици хывасси те 11 процент пĕчĕкленет.

"Нефтĕн 1 баррелĕ 50 доллар пулнинчен шутласан çĕршыври пĕтĕмĕшле продукт виçи 3 процентран пысăк пулмалла мар, промышленноç кăтартăвĕ 1-1,5 процент чакма пултарать, ялхуçалăхĕ аталанасса шанатпăр. Чи кирли, паллах, инвестици. Кăçал унăн пĕтĕмĕшле виçи, ахăртнех, 11 процент чакĕ", - тенĕ вăл.

Тата çакна асаилтернĕ: министерство хакланă тăрăх - кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче ВВП кăтартăвĕ пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 1,9 процент чакнă, промышленноç производстви - 0,4 процент, ялхуçалăхĕнче вăл 3 процент ÿснĕ.

Министр палăртнă тăрăх - чакнă виçе иртнĕ çул вĕçĕнче кĕтнĕ кăтартуран пурпĕр пĕчĕкрех. Халĕ министерство çитес виçĕ çул валли прогноз хатĕрлет. Вăл - пĕр ĕç, чи пĕлтерĕшли - лару-тăрăва аванлатма пулăшакан майсене палăртмалла. Тĕллевлĕ прогнозпа 2017 çулта производство калăпăшĕ 4 процент, 2018 çулта 5 процент ÿсмелле.

Рубрика: