Çăкăр тутине ĕçчен пĕлет

15 Ака, 2015

Алăк уçăлсанах сăмсана техĕмлĕ çăкăр шăрши кăтăкларĕ. Пысăк мар цехра пикесем хĕрсех ĕçлеççĕ: чустаран кондитер изделийĕсем ăсталаççĕ. Аллисем пĕр чарăна пĕлмесĕр тенĕн вылянса тăраççĕ. «Мĕнле ĕлкĕретĕр?» - тĕлĕнсе ыйтрăмăр вĕсенчен. «Хăнăхнă ĕнтĕ, ывăнни те сисĕнмест», - сăпайлăн хуравларĕç пикесем.

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи «Колосок» пĕрлешÿре вунпĕр çул ĕнтĕ çăкăр-булка пĕçереççĕ. Пысăк мар предприятие Владимир Иванов йĕркелесе янă. Темиçе çул пушă ларнă çурта илсе юсаса çĕнетнĕ, оборудованисем вырнаçтарнă. Объектра газ та пулман. Электроэнергипе усă курнипе тăкаксем ÿссех пынă.

- Çутăшăн кăна уйăхне 120 пин тенкĕ тÿлеттĕмĕр. Пысăк предприятишĕн, тен, вăл нимех те мар, анчах пĕчĕк коллектива самай систерет. Çăкăр пĕçермелли кивĕ кăмакасем те электроэнерги нумай пĕтеретчĕç. Пĕлтĕр тинех газ кĕртрĕмĕр те тăкаксем палăрмаллах чакрĕç. Халĕ çутăшăн икĕ хут сахалрах тÿлетпĕр, - савăнса пĕлтерчĕ Владимир Николаевич.

Иртнĕ çул çăкăр-булка пĕçермелли чаплă кăмака туяннă. «Турцире кăларнăскере хакланса кайиччен илсе ĕлкĕртĕмĕр. Ун чухне 800 пин тенкĕ тăратчĕ. Нумай пулмасть хакĕпе кăсăклантăм та тĕлĕнтĕм, хайхискер пĕр миллион тенкĕрен те иртнĕ», - терĕ вăл. Кăмака пысăк холодильника асаилтерет. Вырăн та нумай йышăнмасть. Унăн ĕçне компьютер йĕркелесе пырать-мĕн. Çăкăр çунса каяс хăрушлăх çук: пиçсен кăмака сÿнсе сасă парать. Хăватлă оборудованипе çимĕç пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланнă.

Талăкĕпех çăкăр пĕçереççĕ кунта. Тăватă смена куллен икĕ тонна хатĕрлесе кăларать. Пекарьнăра ĕç кунĕ ирхи пиллĕкре пуçланать. Ултă сехетре чĕркемлĕ çăкăр-батон республикăра пурăнакансем патне саланать.

Чăрăшкассинче пĕçернĕ техĕмлĕ çимĕçе çынсем хаваспах туянаççĕ. Лавккара сутăнмасăр тавăрса пани пулман. Кунти тутлă çăкăр-булкăна суту-илĕве хапăлласах йышăнаççĕ.

- Сирĕн асамлă рецепт пур-тăр? - ыйтрăмăр ертÿçĕрен.

- Нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Çăкăра асаннесен рецепчĕпех, чуста кăпăшлатмалли хатĕр тата техĕмлĕх ямасăр пĕçеретпĕр. Экологи тĕлĕшпе таса çимĕç пирĕн. Нихăçан та 2-3 кунлăх пĕçерсе хуман, яланах сутăннă чухлĕ кăна хатĕрлетпĕр. Каçхине диспетчер лавккасемпе çыхăнса саккассем йышăнать. Ир енне, вĕри çăкăр кăмакаран тухсанах, чĕркемлесе суту-илĕве ăсататпăр, - хуравларĕ вăл.

Кондитер изделийĕсене те алăпах тăваççĕ. Пĕчĕк пекарьнăра талăкра икĕ тонна яхăн çăкăр, 150 килограмм кондитер изделийĕсем хатĕрлеççĕ. Чĕртавар хакланни продукцире те сисĕнет. Çапах хаксене ытлашши хăпартма тăрăшмаççĕ. Мĕншĕн тесен «Колосок» пĕрлешÿ ача сачĕсемпе, шкулсемпе те çыхăнса ĕçлет. Бюджетçăсене тавара йÿнĕрехпе сутаççĕ.

Пĕлтĕр хакланиччен çăкăр-булка чĕркемлекен оборудовани те туянса юлма ĕлкĕрнĕ. Халĕ унсăрăн тавара сутма юрамасть-мĕн. Чăн та, капла çимĕç вараланмасть, суту-илĕве çитиччен сивĕнме те ĕлкĕреймест.

- Экологи тĕлĕшпе сирĕн çимĕç таса пулнине халăх ăнланать-ши? - çаплах тĕпчетпĕр пуçлăхран.

- Çимĕç тутинченех паллă вăл. Тĕрлĕ химикат хушнă çăкăр тути урăхларах. Çавăнпах-тăр кăмăлласа туянаççĕ. Çынсене улталаймăн, ыррипе япăххине çăмăллăнах уйăрса илме вĕренсе çитрĕç. Халĕ нумайăшĕ аякран кÿрсе килнине мар, вырăнти çимĕçе туянма тăрăшать.

Çăкăр пĕçернĕ чухне технологие çирĕп пăхăнмалла. Продукци пахалăхĕ чĕртавартан та, пĕçерекенрен те килет. Сменăра вăй хуракансем çимĕçе тутлăрах хатĕрлессипе пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ темелле. «Пĕр пек рецепт пулсан та кашни сменăн çăкăрĕ урăхларах», - теççĕ вĕсем.

Йăлана кĕнине тытса пынипе пĕрлех çĕннисемпе те усă кураççĕ. Акă юлашки вăхăтра «Сывлăх», «Уяв кулачĕ» тата тулă хывăхĕнчен çăкăр пĕçерме тытăннă. Çĕнĕ çимĕç аван сутăнни ăна çынсем кăмăлланине çирĕплетет.

Кондитер изделийĕсем валли вара тăпăрчă Чулхула облаçĕнченех туянаççĕ.

- Чăваш Енри тивĕçтермест-им е аякрисен йÿнĕрех?

- Кунта хакĕшĕн мар, пахалăхĕшĕн пăрахăçлама тиврĕ. Эпир ял çыннисенчен те туянса пăхрăмăр. Анчах кашниех пире кирлĕ пек хатĕрлеймест. Унран пĕçерсе тăкакланни çеç. Лайăх чĕртавар шыра-шыра Чулхула облаçнех çитрĕмĕр. Вĕсен пахалăхĕ тивĕçтерет, çимĕç те тутлăрах пулать. Завода кирлĕ чухлех хатĕрлесе параççĕ.

Пурĕ 21 çын вăй хурать кунта. Ытларах çывăхри ялсенче пурăнакансем ĕçлеççĕ. Нумайăшĕ предприяти уçăлнăранпах тăрăшать. Ĕç шыраса килекен те сахал мар. Малашне производствăна сарма палăртаççĕ ертÿçĕсем. Предприятин хăйĕн лавкка та çук. Пурăна киле вăл та хута кайĕ-и? Апла ĕç вырăнĕ татах хушăнать.

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.