Тивĕçе пурнăçлама саккун ыйтать

15 Ака, 2015

Виçĕ уйăх çурă ялсенче купăс кĕввипе янăракан салтак юрри татăлмĕ. Тепĕр тесен яшсене ĕлĕкхи йăлапа салтака ăсатакансем паян сайра. Анчах та ырă йăлан пĕчĕк пайне те пулин тытса пыма тăрăшаççĕ, ачисене пил парса каялла ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме сунаççĕ. РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен 150 пин ытла çамрăк тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен йышне тăмалла.

Тĕслĕхрен, пулас салтаксене службăна илсе каймалли Канашри пунктран 18-27 çулсенчи 170 çамрăк çара ăсанмалла, çав шутран Канаш районĕнчен - 82, Канаш хулинчен - 64, Тăвай районĕнчен - 24. Çамрăксен 18 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ пулмаллине палăртнă Чăваш Республикин çар комиссариачĕн асăннă районсемпе тата хулапа ĕçлекен пай пуçлăхĕ Юрий Барышов.

Салтак тивĕçне каччăсем яланхиллех çулталăк пурнăçлаççĕ, хальлĕхе ку вăхăта ÿстермен. Çар службинчен пăрăнакансен вара явап тытма тивет. Асаилтерер, РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн тăван çĕршыва хÿтĕлесси - Раççей гражданинĕн тивĕçĕ. Ăна пурнăçламасан уголовлă майпа явап тыттарса 2 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Ытти майсем те пур саккунра: калăпăр, 200 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ е 2 çулччен ирĕксĕрлесе ĕçлеттереççĕ.

Республикăри следстви управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр Чăваш Енре çар службинчен пăрăннă 22 çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă /21-шне суда янă/. Юлашки тăватă çулта вара кăтарту 100 çынна çитнĕ. Иртнĕ çул Канаш хулинче /4/, Шупашкарта, Патăрьел районĕнче /3-шер çын/, Улатăр, Вăрнар, Муркаш районĕсенче /2-шер çын/, Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Пăрачкав тата Етĕрне районĕсенче /пĕрер çын/ пурăнакансен тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Рубрика: