Новости по теме
«Шанчăк сăпки» клубра пĕчĕкскерсен тавра курăмне аталантараççĕ
Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче «Шанчăк сăпки» /Колыбель надежды/ клуб ĕçлет. Унта 1,5-3 çулти тĕпренчĕксене амăшĕсемпе пĕрле йышăнаççĕ.
«Çĕнĕ Шупашкар — халăхсен пĕрлĕхĕн тата культурисен хули» фестиваль иртрĕ
«Ку фестиваль пирĕн хулара тăваттăмĕш хут иртет. Çав тери килĕшет вăл мана. Çулсеренех килетĕп кунта. Пĕлĕшĕмсемпе тăвансене те чĕнетĕп. Тĕрлĕ халăхăн юрри-ташшине питĕ кăмăллатăп. Пирĕн хулара нумай наци çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннăшăн савăнатăп», — терĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче асăннă хулара пурăнакан Ольга Михайлова. Кăрлачăн 28-мĕшĕнче кунта «Çĕнĕ Шупашкар — халăхсен пĕрлĕхĕн тата культурисен хули» фестиваль иртрĕ.
Волонтер Италие çул тытнă
Пиллĕкĕш те медальпе таврăннă
Чăваш Ен спортсменĕсем çак кунсенче Чулхула облаçĕнчи Выкса хулинче иртнĕ шывра ишессин хĕллехи ăмăртăвĕнчен 5 «ылтăнпа» тата 1 «кĕмĕлпе» таврăннă.
Миллиардсем — такăр çулсем валли
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курнипе транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Павлов паллаштарчĕ.
Фонд калăпăшĕ 2019 çулта 5264 миллиона яхăн тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр автоçулсен 210,5 километрне юсанă, вырăнти пĕлтерĕшлĕ 25 километра яхăн çул тунă. Ытти ĕç те курăмлă.
Ÿксе аманнăшăн — компенсаци
Цифра технологийĕсем ăнăçлă професси суйлама пулăшĕç
Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче пулнă. Вăл çак вĕренӳ учрежденийĕ «Транснефть» акционерсен обществипе ĕçленин тĕп юхăмĕсемпе, вĕрентĕве цифрăлассипе, çавăн пекех «Вĕрентӳ» наци проектне пурнăçласси мĕнле пынипе кăсăкланнă.
Ялсенчи шкулсене - çĕнĕ автобуссем
Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ялсенчи шкулсене çĕнĕ шкул автобусĕсен уççийĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕ.