Пиллĕкĕш те медальпе таврăннă

Чăваш Ен спортсменĕсем çак кунсенче Чулхула облаçĕнчи Выкса хулинче иртнĕ шывра ишессин хĕллехи ăмăртăвĕнчен 5 «ылтăнпа» тата 1 «кĕмĕлпе» таврăннă.

Иртнĕ шăматкун, кăрлачăн 25-мĕшĕнче, Выксăри «Верхний пруд» акваторире Чулхула, Арзамас, Павлово, Выкса хулисенчи тата Чăваш Республикинчи спортсменсем пуçтарăннă. Чăваш Ен чысне 5 спортсмен хÿтĕленĕ. Çăмăл мар ăмăртура пур ишев те ирĕклĕ мелпе иртнĕ.

Çивĕч тупăшура чăвашсен команди чи лайăх кăтартупа палăрнă — 2 минут та 35 çеккунт. 4;50 метрлă дистанцире «ылтăна» тата команда кубокне Татьяна Устимова, Николай Артемьев, Михаил Андронов, Андрей Чекменев тивĕçнĕ. Андрей Чекменевпа Татьяна Устинова 19-29 çултисен йышĕнче 25 метрлă дистанцире ишсе чи малтисем пулнă — пухмачĕсене икшер «ылтăнпа» пуянлатнă. Абсолютлă зачетра вара Татьяна 50 метра пĕрремĕш ишсе тухнă, Андрей 100 метрлă дистанцире чи маттурри пулнă.

40-49 çулсенчи хĕрарăмсен хушшинче Вера Васильева 25 метрлă дистанцире иккĕмĕш пулнă, кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас