судсем

Халăха социаллă пулăшу кÿрекен Элĕкри центрăн директорĕ пулнă хĕрарăма условлă майпа явап тыттарнă. Унчченхи суд йышăнăвĕпе килĕшмесĕр тата айăпа йышăнмасăр ĕнерхи тÿре республикăн аслă судне тавăçпа çитнĕ.

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ хăй вăхăтĕнче "Федерацин автомобиль çулĕсен "Прикамье" управленийĕ" хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Дмитрий Филиппов должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн айăплă тесе йышăннă. Упрдорăн патшалăх саккасĕсене вырнаçтарассишĕн яваплă пайĕн пуçлăхне Мария Антроповăна ăна должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курма пулăшнăшăн айăпланă.

Шупашкар районĕнчи "Чăваш бройлерĕ" акционерсен обществин гендиректорне Игорь Мяснянкина должноçрен хăтарнă. Йышăнăва Игорь Алимов вăхăтлăх управляющи ыйтнипе Чăваш Енĕн Арбитраж сучĕ тунă.

Чăваш Республикин Судьясен канашне йĕркеленĕренпе кĕçех 25 çул çитет. Унăн пĕлтерĕшĕ суд тытăмĕшĕн, саккунлăха çирĕплетес тĕлĕшпе чăннипех пысăк. Йĕркеленÿ-аталану тапхăрĕ вара ансат пулман.

Pages

Subscribe to судсем