Комментари хушас

Халăха социаллă пулăшу кÿрекен Элĕкри центрăн директорĕ пулнă хĕрарăма условлă майпа явап тыттарнă. Унчченхи суд йышăнăвĕпе килĕшмесĕр тата айăпа йышăнмасăр ĕнерхи тÿре республикăн аслă судне тавăçпа çитнĕ. Анчах унтисем приговора вăйрах хăварнă.

Чăваш Енĕн прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Красноармейски районĕнчи суд /Элĕксен ĕçне унта пăхса тухаççĕ/ 62-ри хĕрарăма ĕç вырăнĕпе усă курнăшăн тата ют укçана ярса илнĕшĕн хупса усрамалла мар 1 çул та 10 уйăхлăха, çав шутран 1 çул та 6 уйăхлăх сăнаса тăмалла, айăпланă. Приговора йышăннă чух суд пуçлăх пулнă этемĕн çынлăхне, унччен судпа айăпланманнине тата çулпа çамрăк маррине шута илнĕ.

Экс-пуçлăх хăйĕнпе пĕр организацире водительте ĕçленĕ упăшкине 2010–2015-мĕш çулсенче шалăва ÿстерсе панă. Унсăр пуçне ăна вăл тĕрлĕ ĕç пурнăçланăшăн оклад çумне 20 процент пысăклатса тÿленĕ. Çав вăхăтрах тÿлев çинчен калакан йышăнура тата штат расписанийĕнче ун пек йĕркене çирĕплетмен пулнă.
 

Вера ТИТОВА.