Уй куçлă…

Республикăн Аслă сучĕ Канаш районĕн 25 çулти хĕрарăмĕ тĕлĕшпе приговор палăртнă. Ăна УК 105 статйин 2-мĕш пайĕн «ж» пункчĕпе — ушкăнпа çын вĕлернĕшĕн — айăпланă.
Суд çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче каçхине çамрăк хĕрарăм хăйĕнпе пĕр ялта пурăнакан патĕнче хăнара пулнă — пĕрле эрех ĕçнĕ. Кĕçех кунта унпа пурăнакан арçын та пырса кĕнĕ. Кĕвĕçсе харкашу пуçарнă. Ку ÿсĕр кил хуçине килĕшмен. Вăл верандăра алă айне лекнĕ пуртă аврине ярса тытнă, унпа арçынна пуçĕнчен, ытти çĕртен темиçе хут çапнă. Хĕрарăм та вăхăта сая яман — кухньăра усă куракан çĕççе тытнă та унпа кĕвĕç мăшăрне мăйĕнчен, кĕлеткинчен чикнĕ — ултă хутран кая мар. Йывăр суранланнăскер çавăнтах вилнĕ. Преступлени тунă хыççăн хĕрарăм кунтан пăрахса кайнă, кил хуçи вара вилле ял хĕррине илсе тухнă, чавса чикнĕ. Ан курăнтăр тесе çиелтен туратсем пăрахнă.
Курнă çав — уй куçлă теççĕ вĕт: темиçе кунран иртен-çÿрен шăпах çав туратсене, вĕсен айĕнчи хура тăпрана асăрхаса сисчĕвленнĕ. Иккĕленÿ çуралнă май тăпрана сирсе пăхнă та — виле…
Аслă суд патшалăх айăплавçин позицийĕпе килĕшсе хĕрарăм айăплине çирĕплетнĕ, ăна 11 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă. Уголовлă ĕçĕн иккĕмĕш фигуранчĕ вара? Маларах унăн психики йĕркеллĕ маррине çирĕплетнĕ те — ăна Аслă суд ятарлă стационара ирĕксĕрлесе сиплеме ямалли йышăну тунă.
 

Николай АНТИПОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.